Фото: cheb.ruc.su
Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕсем нарăсăн 14-мĕшĕнче республикăри юн стацийĕнче икĕ кун маларах пуçланна «Çамрăк донор куне» акцие хутшăннă – 12 яш-хĕр юн панă.
Донорсен юхăмне çулсеренех çĕнĕ çынсем кĕреççĕ. Вĕсем хăйсен юнĕ камăн та пулин пурнăçне çăлма май панине лайăх пĕлеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта вара çак кунсенче «Донор ытларах – пурнăç та ытларах» акци йĕркеленĕ. Хулари вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче вĕренекенсем тата ĕçлекен çамрăксем хула больницинче юн панă.
«Хыпар», № 16-17 от 16 февраля 2018 года.
Источник: Чебоксарский кооперативный институт
16.02.2018 11:54