Комсомольски районĕнчи каччă агронома вĕреннĕ хыççăн педагог профессине алла илнĕ

Статистика тăрăх, педагога вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ профессипе ĕçлеме васкамаççĕ. Çав вăхăтрах шкулсенче кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Учитель сумне ÿстерес тесен мĕн тумалла тата çамрăксене вĕренÿ тытăмне мĕнле явăçтармалла? Владимир Тимофеев каласа кăтартать.

Владимир Тимофеев, Вероника Павлова, Мария Никифорова, Владимир Синдеев

Артем Мартынов çур çул каялла хăй те студент пулнă. Халĕ ăна хисеплесе Артемий Сергеевич тесе чĕнеççĕ. Çамрăк Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри шкулĕнче физкультура учителĕнче тăрăшать.

Хальлĕхе ăна хăйне те вĕренекенпе пăтраштарма пулать. Каччă Хирти Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Агроном профессине алла илес тенĕ. Анчах та юлашки курссенче чунĕпе урăх ĕçе туртăннине ăнланнă. Салтака кайса килсен, Артем Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Вĕрентекен дипломне илнĕ хыççăн тăван тăрăхра тăрăшма пуçланă.
Шкулта Артем Мартынова хапăл тусах йышăннă. Çамрăк ачасемпе те тÿрех пĕр чĕлхе тупнă вăл.

Çамрăксене яла тĕрлĕ çăмăллăхпа илĕртме тăрăшаççĕ. Студент вăл е ку вĕренÿ учрежденипе килĕшÿ тăвать. Вĕреннĕ вăхăтра ăна шкул ячĕпе хушма стипенди тÿлеççĕ. Çакăншăн унăн кайран унта сахалран та виçĕ çул ĕçлемелле. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче кăçал çак çăмăллăхпа 20 ытла студент усă курнă.

Республикăра тин пиçсе тухнă специалистсене тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, Вĕренÿ институтĕнче 4-мĕш çул çамрăк педагогсен шкулĕ ĕçлет. Унта кашниех хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме, ыттисен опычĕпе паллашма пултарать. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, çĕнĕ ĕç вырăнне хăнăхма сахалтан та виçĕ çул кирлĕ. Ыттисен вара çак тапхăрта çамрăк педагога тăрăшма хăтлă майсем тума ăнтăлмалла.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани