Патăрьел районĕнче пурăнакан Валерий Салмин килĕнче Космонавтика музейĕн уйрăмне йĕркеленĕ

Ăслăлăх ĕçĕпе хулара пурăнма меллĕрех, анчах яла юратакан шухăшлавçăсем уйрăмлăхне туймаççĕ. Патăрьел районĕнчи Туçара пурăнакан Валерий Салмин çавăн йышшисен шутне кĕрет. Вăл – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ, Чăваш наци академийĕн пайташĕ, тĕрлĕ наукăпа кăсăкланакан çын. Ватлăха парăнман хастар хăйĕн кил хуçалăхĕнче Шуршăлти космонавтика музейĕн пĕчĕк уйрăмне уçрĕ.

Марина Карягина, Семен Антонов

Икĕ çул каялла канăçа пĕлмен Валерий Салмин килĕнче йăх музейне туса çитернĕччĕ. Вĕсен килйышĕ тарăн та çирĕп тымарлă, чылай тăванĕ икĕ аслă пĕлÿллĕ, тĕрлĕ ĕçре ырă ята тивĕçнĕ – çамрăк ăрăва чаплă ентешĕсем çинчен каласа кăтартмалăх экспонат кунта çителĕклех. Анчах Валерий Ивановичăн шухăшлав тĕнчи кунта вырнаçайман. „Манăн летчик чунĕ“ тет вăл мĕншĕн килĕнче тепĕр музей тума шутлани пирки ыйтсан.

Музея уçма вăл Шупашкартан ĕçтешĕсене, Чăваш наци академийĕн пайташĕсене йыхравланă. Пĕлĕшĕсем унран тĕлĕнми те пулнă ĕнтĕ. Астрономи, физика, биологи, философи терминĕсемпе калаçакан „ĕмĕрхи студент“ хăйĕн наукăри чи пысăк вĕрентекенĕсен сăнĕсене, вĕсем каланă чи кăмăлне кайнă шухăшсене стена çине, мачча çине, çурт çамки çине, карлăкĕсем çине çырса хунă. Пысăк кил хуçалăх тытакан, куллен 30 çухрăм чупакан, пĕр спорт ăмăртăвĕнчен те юлман чемпион çак тÿсĕмлĕх çитерсе лармалли ĕçе хăш вăхăтра туса ĕлкĕрет-ши – ку хăй тĕлĕнтермĕш.

Куçĕпе пăхса çиçĕм кăларакан хĕрÿ çынна пулăшса ĕлкĕрме, килте музей уçакан упăшкине ăнланса пурăнма уйрăм мăшăр кирлĕ-тĕр. Полина Кирилловна вара тÿлеккĕн кăна „эпир 50 çул „сан куçпа пăхать ман куç, ман куçпа пăхать сан куç“ тесе пурăнтăмăр“ терĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çĕнĕ музейпа паллашма кÿршĕ районсенчен те килекенсем пур.

„Пуç ĕçленĕ чухне шухăшламалла“, - тет Валерий Иванович. Хальхи çамрăксемпе килес ăрусем валли тума палăртни унăн темĕн чухлех.
 
По теме
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Управление Роспотребнадзора по Чувашской Республике – Чувашии напоминает о значимости специфической профилактики туберкулеза.
Ибресинский район
В Чувашии ветераны Росгвардии почтили память погибших товарищей - Росгвардия Ветераны почтили память товарищей, погибших при исполнении служебного долга, возложили цветы к мемориалу, который находится на территории Управления Росгвардии по Чувашской Республике – Чувашии.
Росгвардия
Государственные учреждения культуры с 3 по 24 апреля организуют благотворительные показы спектаклей и концертных программ патриотической направленности.
Советская Чувашия