Паллă çыравçă, прозаик, драматург тата куçаруçă, Ухсай Якковĕн мăшăрĕ Мария Ухсай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ

Чăваш искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн çавра çулне халалласа Наци библиотекинче асăну каçĕ иртрĕ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров  

Мария Ухсай 1908 çулта Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче çуралнă. Ялти шкула пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта педагог пĕлĕвне илнĕ. Унтан Канашпа Чĕмпĕр хулисенче ачасене вĕрентнĕ. Вăрçă хыççăн литература ĕçне кӳлĕннĕ. Малтанах ачасем валли калавсем, каярахпа аслисем валли те çырма пуçланă. «Кăра çилсем», «Драмăсем», «Комедисем» тата ытти ятпа кĕнекесем кăларнă.

Çавра сĕтел тавра пухăннисем Мария Ухсай кун-çулне аса илнĕ май çыравçă калама çук ырă кăмăллă çын пулнине палăртрĕç. Вăл кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Йăвашлăхĕпе çыннăн кăмăлне уçма тата чунне сиплеме пултарнă. Мăшăрĕпе çемье ăшшине упраса ачисене чăн-чăн çын туса ӳстернĕ.

«Çыратăп эпĕ кăранташпа мар, чĕремçĕм татăкĕпе» тенĕ хăй пирки Мария Ухсай. Чăнах та, вăл пурнăçран уйрăлнăранпа кĕçех çур ĕмĕр çитет пулин те, унăн вилĕмсĕр хайлавĕсем тăван литературăн ылтăн çӳпçинче упранаççĕ.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани