Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкассинче «Рябиновое ожерелье» этнофестиваль иртрĕ

Ăна Раççейри экологи, Чăваш Енри Аттепе Анне çулталăкне тата республикăра иртекен туризм эрнине халалланă.

Леонид Петров, Татьяна Карпова

Фестивале Республика Пуçлăхĕн культурăпа искусство тытăмне аталантармалли грант укçи-тенкипе йĕркеленĕ. Унта хăй тĕллĕн вĕреннĕ 200 ытла артист хутшăнчĕ. Уявра тĕрлĕ районта упранса юлнă халăх йăли-йĕркине кăтартрĕç. Çавăн пекех Мордва Республикипе Чулхула облаçĕнчен хăнасем хутшăнчĕç.

Уява ахальтен мар çак вăхăтра йĕркеленĕ. Кĕркунне мĕн ĕлĕкрен Пилеш кунне паллă тунă. Ватăсем çак йывăç кил-çурта усал-тĕселрен, инкексенчен сыхлать тесе ĕненнĕ. Çавăнпа ăна çуртпа юнашар лартма тăрăшнă. Çакна тĕпе хурса уявра та ялти аллейăра пилешсем лартрĕç. Вĕсене республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен илсе килнĕ. Туслăх кĕперĕ çирĕпленнĕ ятпа пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Лев Рафинов тата ыттисем саламларĕç. Фестивальте тĕрлĕ лапамсем йĕркеленĕ. Вĕсенче халăх инструменчĕсемпе калама, ăстасен ĕçĕсене курма пулчĕ. Çавăн пекех кашни ушкăн картишсем çавăрнă, вĕсенче хăнасене хăйсен ялĕн историпе паллаштарчĕç, техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç.

Фестивальте чи пултарулли ята Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнчи „Тăванлăх“ ушкăн тивĕçрĕ. Уяв йĕркипе çитес çул «Пилеш шăрçи» çĕнтерÿçĕ патĕнче, Элĕк тăрăхĕнче иртĕ.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани