Тĕп хулара ĕç тухăçлăхне ÿстерес ыйтусемпе семинар йĕркелеççĕ
Чăваш Енре ĕç тухăçлăхне ӳстермелли наци программи пурнăçланать. Çак эрнере «Компетенцисен федераци центрĕ» республикăри вăтам тата пысăк предприятисен ертӳçисем валли вĕренӳ семинарĕ ирттерет. Мускавран килнĕ экспертсем Чăваш Енри специалистсемпе ĕç тухăçлăхне ӳстермелли майсене сÿтсе явĕç.
Елена Дмитриева, Евгения Зиновьева, Екатерина Янгалакова
«Сеспель» предприятире кашни çул пиншер прицеп тата цистерна туса кăлараççĕ. Техникăна Раççейри тĕрлĕ региона кăна мар, Казахстана, Узбекистана тата Беларуçе ăсатаççĕ. Темиçе çул каялла заводра алюмини шăратмалли ятарлă технологи ĕçе кĕртнĕ. Çакăн пек станоксем Раççейре урăх çук. Тĕнчипе те вĕсем нумай мар. Пĕтĕмпе республикăри 9 предприяти ятарлă наци программине хутшăннă.
Чăваш Енри Электромеханика колледжĕнче регионсем хушшинчи компетенцисен центрĕ ĕçлет. Кунта çамрăксене тĕплĕн хатĕрлеççĕ. Вĕренӳ пӳлĕмĕсене çĕнĕ йышши хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. „Элара“ завод колледжра хăйĕн лабораторийĕсене вырнаçтарнă. Çавăнпа кунтан приборсем кăларакан предприяти валли хатĕр специалистсем вĕренсе тухаççĕ.
«Студентсене пĕрремĕш курсрах предприятипе паллаштармалла, производствăри хатĕрсемпе ĕçлеме вĕрентмелле, çакă вĕсене малашне пысăк çитĕнӳсем тума май парать», - палăртаççĕ центрта.
Республика правительстви предприятисене кадрсем хатĕрленĕшĕн субсиди пама хатĕр. Раççейĕн Ĕçлев министерстви заявкăна ырласан, çитес виçĕ çулта тĕллевсене пурнăçлама Чăваш Ене 70 миллион тенкĕ уйăрĕç.
Чăваш Енре тата унăн тулашĕнче Иоаким Максимов-Кошкинский актёр, режиссёр тата драматург çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă ĕç-пуç малалла пырать. ГТРК Чувашия
В последнее время в Управление Росреестра по Чувашии поступает много обращений, в которых граждане интересуются, почему на портале Госуслуг в Личном кабинете не отображается недвижимость, владельцем которой они являются. Урмарский район
Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам, Газета Грани
52-летнего мужчину, проживающий в одной из деревень Красночетайского муниципального округа, осудили по 1-ой части 105 статьи Уголовного кодекса РФ. Chuvash.Org
Торакальные хирурги Республиканской клинической больницы продолжают внедрять новые методы оказания медицинской помощи пациентам. Министерство здравоохранения
В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани Министерство здравоохранения
С 5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль . Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела