Çĕнĕ йышши техника, ăратлă выльăх-чĕрлĕх…

Пĕтĕм Раççейри уй-хир кунĕнче курмалли чылай пулчĕ

Çак кунсем ял хуçалăх ĕç­ченĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлчĕç – июлĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм Раç­çейри уй-хир кунĕ иртрĕ. Кăçал хăнасене Тутар Республики кĕтсе илчĕ. Уява тĕрлĕ регион представителĕсем хутшăнчĕç, çав шутра Чăваш Ен делегацийĕ те.

Кăсăкли нумай

60 га лаптăк çинче ура ярса пуссанах чылай тĕлĕнмелли куç умне тухать: регионсен хăйнеевĕрлĕ картишĕсем, çĕнĕ йышши хăватлă ял хуçалăх техникисем, тĕрлĕ сортлă тыр-пул тата пахча çимĕç ÿсекен лаптăксем, ăратлă выльăх-чĕрлĕх. Унсăр пуç­не форум программинче – çавра сĕтелсем, конференцисем, канашлусем, семинарсем, мастер-классем. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракан кашни çын кунта хăйне кăсăклантараканнине тупатех.

Чăваш Ен делегацийĕ йышĕнче ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та пулчĕ. «Тутар республикинчи Пĕтĕм Раç­çейри уй-хир кунне Чăваш Ен делегацийĕ те, çав шутра 13 район çыннисем тата предприятисем хутшăнаç­çĕ. Эпир хăнасене чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе, апат-çимĕçĕпе паллаштаратпăр. Кунта чăваш наци апат-çимĕç­не – шăрттанне те, чăкăтне те, сăрине те тутанса курма, йăла-йĕркепе – хăмла туса илнипе, сăра пĕçернипе, утă çулнипе тата ыттипе паллашма пулать. РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев хутшăннипе иртекен çавра сĕтелте кăçалхи çăмăл мар лару-тăрура, пĕрмаях çумăр çуса тăнă вăхăтра, ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăç­лас ыйтусене сÿтсе явăпăр», – палăртрĕ вăл.

Чăваш йăли-йĕркине тĕпе хурса

Курава хутшăннă халăхсем хăйсен наци картишĕсене йĕркеленĕ. Чăваш Ен кил-картишĕ те хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăчĕ. Улатăрсем хăйсен кĕтесне утă çулса типĕтес, етĕрнесем – сăра вĕретес йăла-йĕркене халалларĕç. Йĕпреç­сем йывăç­ран касса, ĕнтсе çунтарнă япаласемпе чăннипех те мăнаç­лăх туйăмĕ çуратаç­çĕ – мĕнлерех ăстасем пурăнаç­çĕ пирĕн республикăра! Сĕнтĕрвăррисем карçинкка çыхас ăсталăхпа паллаштарчĕç, муркашсем пыл хурчĕ тытас ĕç-хĕле сăнласа пачĕç, хĕрлĕ чутайсем – паян тесен паян хăнасене мунча кĕртме хатĕр. Çакна пурнăç­лама вĕсен пĕтĕмпех пур – унтах мунча кăмаки мăкăрланать, милĕксем çакса хунă. Вĕри мунча хыç­çăн чей вĕретмелли курăксем пирки те нумай пĕлеç­çĕ чутайсем. Куславкка тăрăхĕ вара мĕн авалтан пулă тытас ĕç­пе мăнаç­ланать. Çавăнпах вĕсен кĕтесĕ те çак ĕç­пех çыхăннăччĕ.

Шупашкарьенсем те маттур

Шупашкар район делегацийĕн йышĕнче – Апаш халăх театрĕн, Котеркассинчи «Шортан» фольклор ансамблĕн, Чăрăшкасси клубĕн «Миниарт» пĕрлешĕвĕн артисчĕсем, район администраци ĕç­ченĕсем. Район кĕтесне тăмран тунă статуэткăсемпе сувенирсем, сăн ÿкерчĕксен тата авалхи япаласен куравĕ, чăваш халăх кĕписемпе тухйисем, тырă пучахĕсен çыххисем илемлетрĕç. Чăваш тумтирĕллĕ хĕрарăмсем кантăр тылланине, пир хатĕрленине кăтартса пачĕç. Чăваш Ен картишĕ самантлăха та шăпланмарĕ, пултарулăх ушкăнĕсем ылмашăна-ылмашăна юрăсем шăрантарчĕç, такмакласа ташларĕç.

Чăваш тĕррин, наци костюмĕсен илемлĕхĕпе ăç­та паллашма пулать? «Паха тĕрĕ» пир-авăр фабрикин кĕтесĕнче. Вĕсен экспозицийĕ чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ чăваш халăхĕн ĕлĕкхи тата хальхи кĕписенчен, эрешĕсенчен, тухъясенчен тăчĕ. Галина Воронова ăстаçă кăмăл тăвакансене çавăнтах чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Фабрика директорĕ Наталия Пасынкина пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра кăна тĕрĕ ăстисем республикăри 10 районти Акатуй уявĕсене хутшăннă, хăйсен экспозицийĕсене тăратнă. Çак канмалли кунсенчех Тутар Республикин Нăрлат районне çитме палăртаç­çĕ. «Эпир паян чăваш наци костюмĕсемпе Чăваш Ен кил-картишне илемлетрĕмĕр», – пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăшĕсене. «Паха тĕрĕ» пир-авăр фабрикин чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ кĕписене, ытти таварне республикăра кăна мар, пĕтĕм тĕнчипе аван пĕлеç­çĕ. Вĕсенче чăваш халăхĕн историйĕпе пуянлăхĕ сăнланать. Чăваш Ен делегацийĕн членĕсем РФ ял хуçалăх министрне Александр Ткачева тата Тутар Республикин Президентне Рустам Минниханова чăваш тĕрриллĕ шупăрсем парнелерĕç.

Чарăнма пĕлми çумăр, пĕр лăпланманскер, тепре витререн тăкнă пек çăваканскер, уяв кăмăл-туйăмне сÿнтермерĕ. Чăваш Ен кил-картишĕпе ытти регион делегачĕсем те паллашрĕç, пысăк хак пачĕç. «Кун пек илемлĕ картиш урăх курмарăмăр, сирĕн чи-чи аванни», – çакăн пек сăмахсем чуна мĕнле хăпартмĕç?

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

 
По теме
Шупашкарти коопераци институтĕнче паян Пĕтĕм Раççейри «Преступникĕн криминологи характеристики» ăслăлăх-практика конференцийĕ уçăлчĕ.
10.07.2017
Увеличить - Администрация Президента ЧР Оригинал 20 июня Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в торжественном вручении ключей от новых автомобилей Чувашской республиканской противопожарной службе ГКЧС Чувашии и Лесной охране Минприроды Чувашии.
20.06.2018
Облик горбольницы с каждым годом преображается. Торжественное открытие 1 терапевтического отделения стационара. - Новочебоксарская ГБ 20 июня, в Новочебоксарской городской больнице состоялось торжественное открытие обновлённого 1 –го терапевтического отделения стационара.
20.06.2018
 
«Час руководителя»   20 июня 2018 года прошла очередная лекция в рамках интерактивного курса «Час руководителя» на тему «Мониторинг и многоуровневая организация онкологической помощи в медицинских организациях Чува
20.06.2018
Следственными органами Следственного комитета РФ по Чувашской Республике завершено расследование уголовного дела в отношении главного инженера одной из коммерческих организаций города Чебоксары.
20.06.2018 Следственное управление
В Национальной библиотеке Чувашской Республики состоится презентация исследования Дмитрия Мадурова «Серебряная Булгария: основные вехи истории» - Газета Сельская Жизнь   22 июня Национальная библиотека Чувашской Республики приглашает всех, кто интересуется историей родного края, на презентацию исследования «Серебряная Булгария» Дмитрия Федоровича Мадурова.
20.06.2018 Газета Сельская Жизнь
В музее «Бичурин и современность» в п. Кугеси к Дню Республики представят старинные чувашские обряды - Газета Таван Ен В субботу, 23 июня, в музее «Бичурин и современность» вы п. Кугеси (Чувашия) в рамках празднования Дня Республики пройдут обрядовые театрализованные представления фольклорных коллективов Чебоксарского района: «Свадьба»,
20.06.2018 Газета Таван Ен
В составе Межрегионального студенческого сельскохозяйственного отряда «Альтаир» трудятся 2 бойца сельскохозяйственного отряда "Зверополис" Чувашской государственной сельскохозяйственной академии Инна Николаева и Констант
20.06.2018 ЧГСХА
Фото: cap.ru 24 июня Чувашия будет отмечать День Республики. По традиции в этот день и в его преддверии в республике открываются новые производства и социальные объекты, проводятся круглые столы, выставки, фестивали,
20.06.2018 Газета Республика
Воспитанники столичных детских садов знакомятся с уникальной виртуальной выставкой «Спорт в русском искусстве» - Администрация г. Чебоксары Оригинал 14 июня в России стартовал Чемпионат мира по футболу, а в Виртуальном филиале Русского музея в Культурно-выставочном центре «Радуга» началась спортивная неделя для самых юных посетителей центра.
20.06.2018 Администрация г. Чебоксары
Хочу попробовать сдать нормативы ГТО. Где и как это можно сделать в нашем городе?
20.06.2018 Газета Грани
Чемпионат мира по футболу, проходящий в России, объединил, пожалуй, всех жителей страны.
20.06.2018 Газета Грани
Увеличить - Администрация Президента ЧР Оригинал 20 июня Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в торжественном вручении ключей от новых автомобилей Чувашской республиканской противопожарной службе ГКЧС Чувашии и Лесной охране Минприроды Чувашии.
20.06.2018 Администрация Президента ЧР
Облик горбольницы с каждым годом преображается. Торжественное открытие 1 терапевтического отделения стационара. - Новочебоксарская ГБ 20 июня, в Новочебоксарской городской больнице состоялось торжественное открытие обновлённого 1 –го терапевтического отделения стационара.
20.06.2018 Новочебоксарская ГБ
«Час руководителя»   20 июня 2018 года прошла очередная лекция в рамках интерактивного курса «Час руководителя» на тему «Мониторинг и многоуровневая организация онкологической помощи в медицинских организациях Чува
20.06.2018 Городская стоматологическая поликлиника
20 июня с рабочим визитом детскую поликлинику Новочебоксарского медицинского центра Минздрава Чувашии посетил министр здравоохранения Чувашской Республики Владимир Викторов.
20.06.2018 Новочебоксарский медцентр