Сывлăха ачаранах çирĕплетеççĕ

Чăваш Ен çĕршыври «Сывлăхлă пул» акцие хутшăнать.  Ăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалланă. Çавна май республикăра тĕрлĕ ĕç-пуç иртет. Акă, Шупашкарти 31-мĕш шкулта ачасене чир-чĕртен сыхланма вĕрентрĕç, çавăн пекех вĕсем турник çинче туртăнса ăмăртрĕç.
 
Оксана Баскакова, Никита Углев

Пĕтĕм Раççейри «Волонтеры-медики» юхăм хастарĕсем «Сывлăхлă пул» акцие ахальтен мар 31-мĕш шкулта ирттерчĕç. Кунта биологипе хими предмечĕсене кăмăллакансем вĕренеççĕ. Çавăн пекех ачасем  пĕлĕвне ӳстерме эрнере 3 хут Чăваш патшалăх университетне çӳреççĕ.

Волонтерсем ачасене чир-чĕртен сыхланмалли майсем çинчен каласа кăтартрĕç. Çавăн пекех вĕсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Вĕренекенсем ыйтусене хаваспах хуравларĕç. Сывлăха ачаранах çирĕплетмелле тесе пĕтĕмлетрĕç.
Ачасем вĕренӳре çеç мар, спортра та хастар. 200 ытла вĕренекен турник çинче туртăнса ăмăртрĕç. Кашни ушкăнра 10 арçын ача. Вĕсен 1 минутра 11 тĕрлĕ хускану тумалла.  Ку акцие вара Раççейри шкул ачисен юхăмĕпе «Русский силомер» клуб йĕркеленĕ.

Пĕтĕм Раççейри «Русский силомер» проект Екатеринбургра пуçланса кайнă. Чăваш Енре пĕрремĕш ăмăртусем пĕлтĕр иртнĕ. Ачасен кăтартăвĕсем лайăх пулнăран, пирĕн республика пилотлă проекта кĕнĕ. Кăçал вара чемпионата Чăваш Енри 30 шкул хутшăнма кăмăл тунă. Ăмăртура 3 çĕнтерӳçĕ çеç пулĕ.  Вĕсем республика чысне Мускавра хӳтĕлĕç.
 
По теме
Жители республики приносили цветы к стихийному мемориалу в столице Чувашии. Скорбя вместе со всей страной, люди не могли сдержать слез. Одними из первых цветы возложили Олег Николаев и его супруга Наталья Николаева. Фото “Советской Чувашии - Газета Грани Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам,
Газета Грани
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела