Шупашкарта çурт тума пая кĕнĕскерсем туяннă хваттерĕсене илеймеççĕ

Çĕнĕ çурта куçас вырăнне тăванĕсем, паллаканĕсем патĕнче пурăнма тивет. Çав вăхăтрах хваттер туянма илнĕ кредита  тӳлемелле. Строительство компанийĕсем килĕшӳ тунă чух çурта вăхăтра хута яма шантараççĕ, анчах  ĕç-пуç темиçе çула тăсăлса кайни те пулать. Çивĕч ыйтăва мĕнле татса парасси пирки Чăваш Патшалăх Канашĕ çумĕнчи ĕçлĕ ушкăн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.

Алиса Александрова, Мария Никифорова, Игорь Ульянов

Паянхи куна лару-тăру уйрăмах Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта кăткăс. Тĕп хулара строительство вăраха кайнă 8 тĕслĕх пур, тепри — Çĕнĕ Шупашкарта. Çурт тума пая кĕрсе укçа хывни пирки 2 пине яхăн килĕшӳ тунă çынсемпе. «Алза», «Кратонстрой», «Победа», «Стройсфера», «СУОР» тулли мар яваплă пĕрлешӳсем хваттер уççисене пама васкамаççĕ хуçисене. Хăшĕсенче лифт тата вентиляци тытăмĕсене туса пĕтермелле е шалти ĕçсене вĕçлемелле. Шупашкарти 2 çурта çынсем хăçан куçасси пирки вара  шантарса каламалли çук. Соляново микрорайонти çак объекта, сăмахран, иртнĕ çул вĕçĕнче туса пĕтермелле пулнă. Анчах кунта малтанхи тапхăра та вĕçлемен.  Хула администрацийĕ «Алза» фирмăна 2019 çулти çурла уйăхĕччен вăхăт панă. Пурпĕр халĕ те рабочисем те, хуралçăсем те курăнмарĕç. Строительство материалĕсене юр хӳсе кайнă.

Граждан урамĕнчи 6-мĕш çурта тума пуçăннă «Кратонстрой» пĕрлешӳ пая кĕнисемпе пачах та çыхăну тытмасть. Вĕçне-хĕрне ăçта шырамаллине те пĕлмеççĕ çынсем. Унсăр пуçне тĕрлĕ тĕрĕслев хыççăн строительство компанийĕ уйăрнă укçана кирлĕ пек усă курманни палăрнă. 2 хваттере вара 2 хутчен сутма хăтланнă.

«Кратонстрой», «Алза»  пуçланă ĕçсене епле тата мĕнле укçа-тенкĕпе вĕçлесси хальлĕхе паллă мар.

Ещё новости о событии:

Çĕнĕ çурта куçас вырăнне тăванĕсем, паллаканĕсем патĕнче пурăнма тивет. Çав вăхăтрах хваттер туянма илнĕ кредита тӳлемелле.
15:10 03.02.2018 ГТРК Чувашия - Чебоксары
Çĕнĕ çурта куçас вырăнне тăванĕсем, паллаканĕсем патĕнче пурăнма тивет. Çав вăхăтрах хваттер туянма илнĕ кредита  тӳлемелле.
11:40 03.02.2018 ГТРК Чувашия - Чебоксары
 
По теме
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Управление Роспотребнадзора по Чувашской Республике – Чувашии напоминает о значимости специфической профилактики туберкулеза.
Ибресинский район
В Чувашии ветераны Росгвардии почтили память погибших товарищей - Росгвардия Ветераны почтили память товарищей, погибших при исполнении служебного долга, возложили цветы к мемориалу, который находится на территории Управления Росгвардии по Чувашской Республике – Чувашии.
Росгвардия