Шупашкарта буктрейлерсен конкурсĕ иртрĕ

Республикăри библиотекăсен вĕренÿпе методика пĕрлешĕвĕ, Шупашкарти маштехникум çулсерен буктрейлерсен конкурсне ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Ăна çамрăк вулакансене кĕнекепе кăсăклантарас, тĕнчери, çĕршыври чи лайăх хайлавсемпе паллаштарас, яш-кĕрĕме пултарулăх ĕçне явăçтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Пилĕк çул каялла Шупашкар хулинче пуçарса янă ăмăрту сарăлса пырса малтан республика, унтан регионсен шайне ÿссе çитнĕ. Конкурс тÿрисем хальхинче 159 буктрейлер пăхса тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртнă.

Марина Карягина, Илья Петров            

Кĕнеке иртнĕ ĕмĕре юлчĕ теме иртерех: çамрăксемпе ача-пăчана вулама явăçтаракан çĕнĕ меслет тупăннă – буктрейлер. Ăна хатĕрлекенсем пĕр-пĕр кĕнекене тĕплĕн вуласа тухаççĕ те унти чи пĕлтерĕшлĕ самантсенчен сценари çырса ролик хатĕрлеççĕ. Рольсене хăйсемех выляса видеокамерăпа ÿкерекенсем те чылайăн. Çак иленÿпе хальхи яш-кĕрĕм каçса кайса кăсăкланать тени те йăнăш мар. Конкурса çулсерен ытларах та ытларах ĕç килни, интернетра вĕсене пăхса хак паракансем пиншерĕн пулни çакна çирĕплетет те.  Унта хутшăнакансем – шкул ачисенчен пуçласа професси паракан вăтам тата аслă шкулсен вĕренекенĕсем таранах. Кăçал, кăмăл тăвакансем йышлă пулнăран, педагогсемпе библиотекарьсем те пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Çапла вара, буктрейлер ватти-вĕттишĕн интереслĕ, усăллă хăйне евĕр вăйă пулса тăчĕ. Ăмăртура виççĕмĕш çул „Чăваш кĕнеке издательстви суйлать“ номинаци пур.

Хамăр çыравçăсен кĕнекисене суйласа илнисем ытларах классиксене кăмăллаççĕ, кашнинчех Константин Ивановăн поэми, Илпек Микулайĕн, Трубина Марфин повесть-романĕ тăрăх буктрейлер хатĕрлеççĕ. Кăçал Экзÿперин Юрий Артемьев чăвашла куçарнă „Пĕчĕкçеç принцĕ“ те сумра. Владимир Галошевăн „Пирĕн несĕлсен тĕнчи“ хайлавĕ çинчен Шупашкарти „ТрансСтройТех“ техникумĕнче вĕренекен Михаил Тарасов хатĕрленĕ ĕçе Чăваш кĕнеке издательстви чи лайăххи тесе палăртнă.
Çавăн пекех маштехникумăн яланхи ĕçлĕ тусĕсем, кунтан вĕренсе тухнисем ятарлă парнесемпе килнĕ. Хапкидопа авто шкулĕсем çĕнтерÿçĕсене хăйсем патĕнче тÿлевсĕр вĕренме май паракан сертификатсемпе хавхалантарчĕç, кафе пиццăпа хăналама пулчĕ. Шел, пĕрремĕш вырăна тухнисем пурте килсе çитеймен: Кавказ тăвĕсем çинчен, Владивосток, Сургут, Ставрополь, Архангельск тăрăхĕсенчен мар, Чулхула, Мускав, Самар, Хусан хулисенчен килсе кайма та ансат мар-çке-ха. „Классика литератури“, „Ачалăхри кĕнекем“, „Чи лайăх анимаци буктрейлерĕ“, „Чи аван режиссер ĕçĕ“, „Чи лайăх монтаж“, „Чи оригиналлă вулав“ тата ытти номинацире çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан кашни ÿсĕмри вулакансем ăсталăхпа палăрчĕç. Вĕсене, ăмăртăва пуçарса янă Светлана Лоскутова библиотекарьпе килĕшсе, „кĕнекене иккĕмĕш пурнăç паракансем“ тес килет.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Управление Роспотребнадзора по Чувашской Республике – Чувашии напоминает о значимости специфической профилактики туберкулеза.
Ибресинский район
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
В Чувашии ветераны Росгвардии почтили память погибших товарищей - Росгвардия Ветераны почтили память товарищей, погибших при исполнении служебного долга, возложили цветы к мемориалу, который находится на территории Управления Росгвардии по Чувашской Республике – Чувашии.
Росгвардия