Шупашкарта «Амазони» этнокомплекс çĕкленет

«Шупашкара - 500 çул» паркра «Амазони» этнокомплекс «Раççейре 2011-2018-мĕш çулсенче туризма аталантармалли» тĕллевлĕ программăпа килĕшӳллĕн çĕкленет. Паянхи кун тĕлне унта мĕн туса çитерни тата малашнехи ĕç тапхăрĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин ирттернĕ ларура калаçрĕç.

Алиса Александрова, Павел Иритков

Этнокомплекс çынсене хĕлĕн-çăвĕн йышăнма пултарĕ. Виçĕ тапхăрпа пурнăçлама палăртнă ĕçсен пĕр пайне кăçал туса пĕтересшĕн. Архитекторсем ирĕк парсан, паркра çулталăк вĕçлениччен администраци корпусĕ, «Тухья» музей комплексĕ, аквапарк, «Смешариклэнд» аттракционсен хули, ресторан уçăлмалла. Республика кунĕ тĕлне парка кĕмелли тĕп хапхана хута ярасшăн. 2, 3 гектар йышăнакан комплекса 90 процент чухлĕ туса пĕтернĕ. Канашлура тавлашмалли те тупăнчĕ. Архитекторсем этнокомплексра тума палăртнă суту-илӳпе кану центрне сивлесе калаçрĕç. Проекта пурнăçланă вăхăтра наци сăн-сăпатне, йăли-йĕркине тĕпе хурса ĕçлемеллине палăртрĕç. Кăçал этнокомплекс тума федераци бюджетĕнчен 200 миллион тенкĕ уйăрмалла, çитес çул - тепĕр çавăн чухлĕ.

- «Этническая Чувашия» проект питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна валли федераци, республика бюджечĕсенчен укçа уйăрнă, çавна май çулсем, канализаци тунă, шыв, çутă кĕртнĕ, аквапарк , аттракционсем, ытти объектсем çĕкленеççĕ, тет ЧР Культура министрĕн çумĕ Иван Архипов.
 
По теме
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани