Тĕп хулари чи пысăк шкул çывăхĕнче машин капланăвĕ ан пултăр тесе ятарлă йĕрке тунă

Шупашкарти Гладков микрорайонĕнчи çĕнĕ шкул çывăхĕнче машинсем капланса тăрас хăрушлăх пур. Унта автомобиль лартмалли лаптăк тунă пулин те, вырăн пурин валли те çитмест. Лару-тăрăва хĕсĕк çулсем те йывăрлатаççĕ.


Вероника Павлова, Михаил Солин


Вĕрентекенсем шкул ачисене кашни ир кĕтсе илеççĕ. Çĕнĕ шкула 960 хĕрпе каччă çÿрет, вĕсенчен çурри хулан ытти районĕсенчен килеççĕ. Ирсерен ашшĕ-амăшĕ ачисене шкула машинăпа ăсатать. Вĕренÿ учрежденийĕ çывăхĕнче транспорт пăкăланма пултарнине малтанах шута илнĕ. Çавна май шкулта ятарлă йĕрке тунă. Çак мелпе чикĕ леш енче анлă усă кураççĕ.
Шкулăн çĕнĕлĕхе ирĕксерех йышăнма тивнĕ. Гладков микрорайонĕнче çулсем хĕсĕк, çурт картишĕсенче те вырăн çителĕксĕр. Çавăнпа шкула хăпартнă чухне специалистсем çул-йĕр уйрăмлăхĕсене шута илсе ашшĕ-амăшĕ валли ятарлă схема йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн кĕçĕн тата аслă классенче вĕренекенсене тĕрлĕ çĕрте антарса хăвармалла. Нумайăшĕ çак йĕркене килĕштернĕ.
Шкул патне пымалли çулсемпе çыхăннă йывăрлăхсем ытти учрежденире те пур. Çак ыйту 3-мĕш лицейра, 39-мĕш шкулта, 1-мĕш тата 40-мĕш гимназисенче çивĕч тăрать. Хула влаçĕсем лару-тăрăва çитес вăхăтра лайăхлатма шантараççĕ.


«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани