Шупашкар районĕнчи 10 çулти Серафима Горшкована пулăшу кирлĕ

Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕ «Русфонд» ыр кăмăллăх фончĕпе пуçарнă пĕрлехи акци малалла пырать. Ку хутĕнче Шупашкар районĕнче пурăнакан 10 çулти Серафима Горшкована пулăшу кирлĕ.  Хĕр ачан чĕлхи-çăварĕ аталанман. Ку таранччен Серафимана темиçе операци тунă, халĕ çавăн йышши тепĕр сиплев кирлĕ. Ăна пулăшас тесен 5542 номер çине „ДЕТИ“ сăмах çырса ямалла.   

Леонид Петров, Анастасия Евгеньева, Виктор Степанов

Сима çуралмах «мулкач туталлă» çуралнă. Çавна пула вăл апат çиеймен, япăх çитĕннĕ. 7 уйăхра хĕр ачан тутине çĕленĕ. Вăл 3 çула çитсен те калаçайман,  темиçе операци тÿссе ирттернĕ. Альвеолăна тÿрлетессипе тунă юлашки операци вара ăнăçсăр пулнă. Серафима амăшĕ Юлия Горшкова пĕлтернĕ тăрăх, хĕрачан çăварне тухтăрсем трансплантант вырнаçтарнă, анчах та организм ăна йышăнман. «Русфонд» пулăшнипе ашшĕ-амăшĕ пепкине Рогинский профессор  центрĕнче сиплеме тытăннă. Усси пур. Сима ерипен калаçма пуçланă. Çапах та опытлă логопедсемпе малалла ĕçлемелле. Çавăн пекех çăварĕнче тепĕр операци тумалла. Анчах та çакăн валли квота çук. Тÿлевлĕ операци тума вара çемьен укçи-тенки çитмест.

Чире пăхмасăр Сима çав тери йăрă хĕр ача. Вăл музыка, ташă кружокĕсене çÿрет, вулама, ÿкерме юратать.

Хĕр ача халĕ 3-мĕш класра вĕренет, лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать.  Серафима калаçма йывăр мар тет, çапах та ăна итлекенсем пĕр каланă япаланах темиçе хут ыйтни пăшăрхантарать.  Сиплев хакĕ 496 пин тенкĕ. 157 пинне «Коммерсант» хаçат вулаканĕсем тата „Русфонд“ пуçтарса парĕç. Тепĕр 300 пинне Мускаври пĕр компанипе обществăлла пĕрлешÿ куçарма хатĕр. Тата 39 пин тенкĕ çитмест. Симана пулăшас тесен 5542 номер çине «ДЕТИ» сăмах çырса смс ямалла. Унăн хакĕ ― 75 тенкĕ. Айфон е андроид йышши телефонпа усă куракансем укçана ятарлă программа урлă куçарма пултараççĕ. Информаципе тĕплĕнрех «Русфонд» сайтĕнче паллашма пулать.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани