Çĕршыва сыхлама 5 салтак çитĕнтернĕ

Салтак атти тăхăнман пулсан та Тăван çĕршыва сыхлакансен кунĕ уншăн чи паллă уяв. Çĕмĕрле районĕнчи Триер ялĕнче пурăнакан Нина Карпинская 5 ывăлне патшалăхшăн юрăхлă çын туса тĕрлĕ çулсенче çара ăсатнă.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Мухтавлă куна çĕршывĕпе уявланă чухне Триер ялĕнче пĕр пĕччен пурăнакан Нина Карпинская та тимлĕхсĕр юлмасть. Кăшт маларах е шăп уяв кунĕ унăн ывăлĕсем тăван килне амăшне саламлама васкаççĕ. Ку хутĕнче Володя Карпинский çемйипе ыттисенчен маларах çитрĕ. Нина Карпинская хăй 5 ывăл çуратса, çитĕнтерсе, салтака парса, кĕтсе илсе, авлантарса, кĕскен каласан, ачисем пурте çын пулнăшăн савăнать. Хăй вара, 1942 çулта çуралнăскер, ашшĕне те курса ĕлкĕреймен. Вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçне хунă. Ачаллах чунпа çирĕп, ĕçре хастар пулма тивнĕ хĕрачан. Çак ырă енсем кайран ачисене куçнă. 5 ывăлĕ те çирĕп сывлăхлă çитĕннĕ, вăхат çитсен кашнине салтака ăсатнă. Аслă ывăлĕ Александр десантник пулнă, Афганистанри вăрçа лекнĕ. 2-мĕш ывăлĕ Юра аслă пиччĕшĕ çартан таврăничченех салтака кайнă. Хĕвелтухăçĕнче Совет Союзĕпе Китай чиккинче пограничник пулнă. Ун хыççăнхи Гена та Юра киличченех çар ретне тăнă. Вăл та пограничник - Хĕвелтухăçĕнче чикĕ сыхланă. 1994 çулта черет кĕçĕн ывăлне - Володьăна çитнĕ. Салтакра вĕренсе вăл танкист специальноçне алла илнĕ. Унтан ăна Çурçĕр Кавказри Дагестана куçарнă. Володя та пограничник пулнă. Шăп çав вăхăтра кÿршĕри Чечен республикинче хаяр вăрçă пынă. Владимир Карпинский, кĕçĕн ывăл, çав вăхăта халĕ те хумханса аса илет. Çĕршыва сыхлама 5 салтак çитĕнтерни – амăш мухтавĕ. Ачисем пурте чĕрĕ - сывă таврăнни – пысăк телей. Вĕсемшĕн пăшăрханса мĕн чул куççуль юхтарнине пĕр хăй кăна пĕлет вăл.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани