Республикăра Пĕтĕм чăваш диктанчĕ çырчĕç

Чăваш чĕлхин кунне халалласа Пĕтĕм чăваш диктантне çырасси йăлана кĕчĕ. Çак акци кăçалхипе 6-мĕш хут иртрĕ. Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленисен шутĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ.
 
Надежда Александрова, Михаил Солин

Пĕтĕм чăваш диктантне çырмашкăн кăçал республикăра 4 лаптăк йĕркеленĕ. Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслекенсем  Чăваш патшалăх тата педагогика университечĕсене, Вĕренӳ институчĕпе  Наци библиотекине пухăнчĕç. Çырав ĕçĕ валли комисси Александр Артемьевăн хайлавне суйланă.

Педуниверситетра диктант икĕ залра çырчĕç. Пурĕ 250 яхăн çын. Текста пирĕн телерадиокомпанин информаци службин шеф-редакторĕ Владимир Тимофеев тата педуниверситетра 5- мĕш курсра вĕренекен Александра Прокопьева вуларĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен текст йывăр маррине, çырма çăмăл пулнине пĕлтерчĕç акцие хутшăнакансем.

Шупашкар районĕнчи Шăнкасра пурăнакан Лидия Емельянова пĕрре те чăваш диктантĕнчен юлман. Кăçал та хаваспах хутшăннине калать.

Пĕтĕм чăваш диктантне яланхиллех интернет е радио урлă итлесе те çырма май пулчĕ. Унăн кăтартăвĕсем çу уйăхĕн пуçламăшĕнче паллă пулĕç.
 
По теме
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани