Республикăра «Кĕр парни» ярмăркка ĕçлеме пуçлать

Шупашкарта, Улатăрта, Канашпа Çĕмĕрлере ял хуçалăх продукцине туса илекенсене пулăшас тĕллевпе ятарлă лаптăксем йĕркелеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта «Кĕр парни» çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнчех уçăлнă. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕрисем ирĕк паман вырăнта суту-илÿ тăваççĕ.

Ирина Николаева, Алиса Александрова, Екатерина Храмкина, Анна Давыдова, Владимир Синдеев

Шупашкарта тĕп пасар таврашĕнче уйрăмах йышлăн пуçтарăнаççĕ усламçăсем. Чарăнура сутакан та, туянакан та нумай. Çынсене транспорт  татти-сыпписĕр хĕвĕшекен çул хĕрринче пыракан суту-илÿ иккĕлентермест-и? Тавар сутма ирĕк паракан документ çукки, улма-çырла ăçта ÿсни, ăна кам татни пĕлтерĕшлĕ-и хула çыннисемшĕн? Çак ыйтусен хуравне пĕлес тесе эпир ыйтăм ирттертĕмĕр.

Пахча-çимĕç туса илекенсене çитес кунсенче суту-илÿ вырăнĕпе шăпах тÿлевсĕр тивĕçтерĕç. Хула çыннисем вара ял хуçалăх продукцине йӳнĕрех хакпа туянма пултарĕç. Тĕп хулари  «Мадагаскар»  суту-илӳ картишĕнче тата «Николаевски» пасарĕнче чи пысăк 2 лапам йĕркеленĕ. Хăтлăлатнă павильонсемпе пĕрлех унта машин çинчен сутмалли вырăнсем  тунă. Тепĕр 5 çĕрте те ятарлă лаптăксем хатĕрленĕ: «Çурçĕр» тата «Кăнтăр-хĕвеланăç“ суту-илӳ комплексĕсенче, «Шупашкар» пасарĕнче, «Садовый» тата «Çĕнĕ хула» микрорайонсенче. Ял хуçалăх продукцине туса илекенсем вĕсенче кирлĕ документсем хатĕрлесен сутма пултараççĕ. Республикăри 15 районти 68 пĕрлешӳ ярмăрккана хутшăнма кăмăл тунă. Ытти çултисем пекех унта пахча-çимĕç, йывăç тĕмĕсем, пыл тата консервланă улма-çырла туянма пулать. «Кĕр парни» юпа уйăхĕн 14-мĕшчен ĕçлет. Унсăр пуçне Шупашкарта ирхи 7 сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетчен полицире ĕçлекенсем  сутма юраман вырăнсене асăрхаса тăрĕç. Саккуна пăхăнманнисене -  штрафлаççĕ.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани