Республикăра фитнес-аэробика енĕпе Раççейри ăмăрту иртрĕ

Спортсменсем хамăр республикăран анчах мар, Раççейĕн ытти регионĕсенчен те пухăнчĕç. „Чи вăйли“ ята тивĕçессишĕн 90 ытла ушкăн тупăшрĕ.

Вероника Павлова, Михаил Солин

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем Шупашкара кашни çул пухăнаççĕ. Кăçалхипе спорт уявне 9-мĕш хут йĕркелерĕç. Фитнес-аэробикăпа кăсăкланакансен шучĕ ÿссех пырать. Хăнасем Пенза, Самар облаçĕсенчен, Мари, Тутар тата Удмурт республикисенчен çитнĕ – пурĕ 1000 ытла çын. Чи лайăххисене тăватă дисциплинăра палăртрĕç. Кăçалхи çĕнĕлĕхсенчен пĕри –  рок-н-ролл акробатики. Аслисемпе танах кĕçĕннисем те тупăшрĕç, тÿресене тĕрлĕ хусканусем туса тĕлĕнтерчĕç.

Наталия Суркова мĕн пĕчĕкрен ташлать. Ултă çул вăл Шупашкарти çамрăксемпе ачасен спорт шкулне çÿрет. «Грация» ушкăнпа ăçта кăна çитмен пулĕ. Час-часах Мускавра тата Питĕре пулаççĕ, татăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Халĕ те чи лайăххисен йышне лекессе шанаççĕ.

Чăваш Енре фитнес-аэробики 15 çул аталанать. Канаш хулинчен килнĕ „Развитие“ ушкăн спорт уявне пĕрре мар хутшăнать. Унта виçĕ-тăватă çулти ачасене те явăçтараççĕ. Анчах та ашшĕ-амăшне пĕр самант пăшăрхантарать -  пĕчĕк спортсменсемпе ĕçлемелли юрăхлă вырăн çук. Ташăпа спорт клубăн ертÿçи Татьяна Головина çак ыйтăва татса парас тесе миçемĕш çул ĕнтĕ тăрăшать.

Пĕчĕк спортсменсем çак йывăрлăхсене асăрхамаççĕ те тейĕн. Тĕрлĕ тупăшура хутшăнни вĕсен кăмăл-туйăмне çĕклет, çитĕнÿсем тума пулăшать.
 
gtCvxck2eWwsgINfZxIDyL8vTk2TEZ5r - Знамя Труда По информации, озвученной на совещании Координационного совета при Главе Чувашской Республики по обеспечению правопорядка, планируется завершить строительство вытрезвителя в Чувашии к началу лета текущего года.
Знамя Труда
Под председательством главы муниципалитета Алексея Людкова прошло заседание Антинаркотической комиссии в Козловском муниципальном округе - Козловский район На заседании, прошедшем 27 марта 2024 года, члены комиссии рассмотрели 4 вопроса: - о наркоситуации в Козловском муниципальном округе по итогам 2023 года и в текущем периоде 2024 года;
Козловский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани