Республикăра ача-пăча пултарулăхĕн «Звездный час» фестивалĕ иртрĕ

Ăна кашни çулах Раççей кунне халалласа йĕркелеççĕ. Кăçалхи финал Шупашкарта пулчĕ. Регионсенче мала тухнисем ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменне пуçтарăнчĕç.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Ку фестиваль Пĕтĕм Раççейри «Вернуть детство» проектăн пĕр пайĕ шутланать. Округ шайĕнче вара пултаруллă çамрăксене 8-мĕш хут шырарĕç. Чи пĕлтерĕшли - тупăшăва йывăр лару-тăрăва çакланнă тата тăлăх ачасем хутшăнаççĕ. Пултарулăхри ăсталăхне туптакансен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Кăçал юлашки тапхăрта тĕрлĕ регионти 120 ачана курма пулчĕ.

Ачасене тĕрĕс çул çине кăларас тесе вĕрентекенсем нумай вăй хураççĕ. Çакна уява йĕркелекенсем пуçламăшĕнчех палăртрĕç. Гала-концертра номерсене тÿресем 4 номинацире хакларĕç: юрă, ташă, илемлĕ сăмах тата хăйне евĕрлĕ жанр. Сцена çине пĕрремĕш Пушкăрт артисчĕсем тухрĕç. Евгения Моисеева шăрантарнă «Мама» юрăна куракансем малтан шăппăн итлерĕç пулсассăн, юлашки йĕркесем вара зал тăвăллăн алă çупнипе хутăшса кайрĕç. Кашни сăмах юрăç чĕринчен тухни палăрчĕ. Арçын ачасен ушкăнĕ вырăс халăх ташшине ăста ташларĕ. Сăвă калакансем вара ытларах патриотла темăна хускатрĕç. Раççейе халалланă йĕркесене залри кашни çын патне çитерме тăрăшрĕç. Çавăн пекех Киров облаçĕнчен килнĕ Екатерина Решетникова сасси тыткăнларĕ. Музыка пĕлĕвĕ илмен хĕре çут çанталăк пултарулăхне нумай парнеленĕ. Фестивале хутшăнакансенчен чи кĕçĕнни Пенза облаçĕнчи Екатерина Здоровенкова пулчĕ. 5 çулти артист пире интервью пама именчĕ. Анчах та вăтанчăк хĕрача сцена çинче пачах улшăнчĕ, хăюллăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Пирĕн республика чысне вара Шупашкарти тăлăх ачасен центрĕ хÿтĕлерĕ.

Шупашкарсем юрлассинче тата сăвă калассинче ăмăртрĕç. Çавăн пекех чăваш кĕввисене халăх инструменчĕсемпе шăрантарчĕç. Конкурса çĕнтерÿçĕсене палăртма туман. Финала тухнă кашни ачана дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç. Авăн уйăхĕнче Атăл тăрăхĕнчи тăлăхсем Удмурт республикинче пуçтарăнĕç. Унта спартакиада иртĕ.
 
По теме
Предприниматели республики могут получить финансовую поддержку Корпорации МСП объемом около 300 млн рублей - Администрация Президента ЧР Оригинал Сегодня, 22 июня, представители Федеральной корпорации по развитию малого и среднего предпринимательства (Корпорация МСП) посетили Чувашскую Республику для участия в заседании круглого стола Комитета Государс
22.06.2018
 
Дорогие друзья! Поздравляю вас с Днем Республики!  Праздник, который вы отмечаете, символизирует силу нашей Великой России в единстве всех составляющих её регионов.
22.06.2018
В ряде субъектов Российской Федерации с начала летних каникул произошло значительное количество трагических происшествий с детьми, к расследованию обстоятельств которых незамедлительно подключился Следственный комитет.
22.06.2018 Следственное управление
И конюх, и эмальер, и ученый - Чебоксарский кооперативный институт Получили государственные награды Накануне Дня республики в купольном зале Дома правительства по традиции собрались жители Чувашии, чьи трудовые заслуги были отмечены государственными и правительственными наградами.
22.06.2018 Чебоксарский кооперативный институт
Традиционно главной площадкой праздника станет столица республики. Множество ярких мероприятий пройдет и в Красноармейском районе,
22.06.2018 Газета Вперёд
Наши спортсмены достойно выступили в Кирове, на первенстве России, всероссийских и межрегиональных соревнованиях по современному пятиборью среди кадетов до 15 лет.
21.06.2018 Газета Чебоксарские новости
Предприниматели республики могут получить финансовую поддержку Корпорации МСП объемом около 300 млн рублей - Администрация Президента ЧР Оригинал Сегодня, 22 июня, представители Федеральной корпорации по развитию малого и среднего предпринимательства (Корпорация МСП) посетили Чувашскую Республику для участия в заседании круглого стола Комитета Государс
22.06.2018 Администрация Президента ЧР
Оригинал Сегодня руководителем КУ «Чувашупрдор» Владимиром Доброхотовым проведен объезд с проверкой выполнения комплекса работ по содержанию автодорог республиканского значения, в т. ч. в рамках подготовки ко Дню Республики,
22.06.2018 Газета Сельская Жизнь
Оригинал В рамках приоритетного проекта Минтранса Чувашской Республики «Безопасные и качественные  дороги» обновится не только дорожное покрытие на 36 улицах столицы Чувашской Республики.
22.06.2018 Администрация г. Чебоксары
В рамках подготовки к отопительному сезону 2018 – 2019 гг. в городе Шумерля, согласно графику вывода в плановый ремонт котельных и тепловых сетей МУП «Теплоэнерго», с 25 июня начинаются ремонтные работы на котельных №№2,6,7,
22.06.2018 Газета Вперёд