Йĕпреç районĕнчи Пучинкере «Чăваш вăййи» иртрĕ

Ку уява хутшăнма тата курма пĕтĕм тавраран пуçтарăнаççĕ. Йĕпреç районĕнчи Пучинкере «Чăваш вăййи» иртрĕ. Халăх культурине упракансем тата çамрăк ăрăва вĕрентсе пыракансем çак ырă йăлана 20 ытла çул тытса пыраççĕ.

Вероника Павлова, Зоя Яковлева

«Чăваш вăййине» пучинкесем пĕтĕм яваплăха туйса тĕплĕн хатĕрленеççĕ: çĕнĕ çи-пуç çĕлеççĕ, юрă-ташă вĕренеççĕ. Çавăнпа хутшăнакансен шучĕ те çулсерен ÿссе пырать. Ятарласа курма килекен те чылай. Сумлă хăнасене пучинкесем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Уява ял халăхĕ хастар хутшăнчĕ. Ушкăнсем çине пайланса, вăйă картине тăрса савăнчĕ. Пĕтĕмпех чăваш йăли-йĕркине пăхăнса тата мăн асаттесем вĕрентнине асра тытса.

Чăваш культурине упрасси – пирĕн тĕллев, теççĕ Пучинке шкулĕнче вăй хуракансем. Çавăнпа та уйрăмах çамрăксене уява явăçтараççĕ, мĕн пĕчĕкрен халăх йăли-йĕркипе паллаштарма тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ку пĕлÿ çурчĕ республикăри чи лайăххисеy шутĕнче. Вăл Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ конкурсра палăрнă.

- Иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Уяв пахалăхĕ мĕнре-ха? Кунта ачасен ĕç-хĕлĕ те курăнать, - тет Чăваш наци конгресĕн хастарĕ Геронтий Никифоров.

Пучинкесен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса ытти районта та «Чăваш вăййине» ирттерес тĕллевлĕ.

- Эпĕ кунта иккĕмĕш çул килетĕп. Халĕ хамăр шкулта ирттерме хатĕрленетпĕр, - тет Шупашкар районĕнчи Тутаркасси шкулĕнче вĕрентекен Альбина Ишова.

Ял халăхĕ хăйĕн пултарулăхне юрă-ташăра çеç мар, тĕрлĕ ăмăртура тупăшса кăтартрĕ. Çĕнтерÿçĕсене пылак çимĕçпе хавхалантарчĕç, кĕлентĕр çыххи çакса ячĕç.

Наци тумне кунти çынсем хăйсем хатĕрлеççĕ, тĕрлĕ шăрçапа тата эрешпе илемлетеççĕ. Шкулта вара ачасем валли ятарласа кружок та йĕркеленĕ. Унта çамрăксене тухья-хушпу ăсталама вĕрентеççĕ.
Пучинкесем çитес çул та уява ирттерес, вăйă урлă ачасене халăх культурине явăçтарас тĕллевлĕ.
 
По теме
Минздрав Чувашии бьет тревогу: за пять месяцев этого года в республике погибли 42 ребенка, из них 24 — в возрасте до 1 года.
18.07.2018 Газета Грани
В Порецком историко-краеведческом музее и картинной галерее прошли часы искусств, посвященные первому чувашскому скульптору Илье Кудрявцеву - Газета Сельская Жизнь Оригинал К 110-летию со дня рождения одного из первых чувашских скульпторов, члена Союза художников СССР,
21.07.2018 Газета Сельская Жизнь
Недельный дайджест - Чувашский Национальный музей 25 июля , 11.00; 14.00 Мастер-класс «Синьор-помидор» (Чувашский национальный музей) 25 июля ,
20.07.2018 Чувашский Национальный музей
Россия отметила 90-летие со дня рождения великого писателя-мариниста Валентина Пикуля.
19.07.2018 Газета Чебоксарские новости
27 июля 2018 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета пройдет Межрегиональный фестиваль кулинарного искусства «Гостеприимная Чувашия», приуроченный к празднованию Дню работника торговли.
20.07.2018 Газета Сельская Жизнь
Завтра, 19 июня в 18.30, на сцене Чувашского академического драматического театра им.
18.07.2018 Газета Республика
Легкоатлетка из Чувашии Архипова спустя 10 лет получила медаль Олимпиады - Pg21.ru Pro Город Бронзовую награду вручили на стадионе в Казани На днях стало известно, что легкоатлетка из Чувашии Татьяна Архипова получила бронзовую медаль Игр XXIX Олимпиады 2008 года, которые проходили в Пекине.
22.07.2018 Pg21.ru Pro Город
Призвание помогать - Газета Чебоксарские новости Классическому костюму президент Международной федерации футбола Джанни Инфантино предпочел красную куртку волонтера.
21.07.2018 Газета Чебоксарские новости
Сегодня в администрации Чебоксарского района старт командно-штабной тренировке на территории муниципалитета дал заместитель начальника ГУ МЧС РФ по Чувашии (по антикризисному управлению) Андрей Саенко.
19.07.2018 Газета Таван Ен
Конкурс на замещение вакантной должности нотариуса в нотариальном округе «Усть – Канский район» Республики Алтай - Министерство юстиции Распоряжением Управления Министерства юстиции Российской Федерации по Республике Алтай (далее – Управление) от 16 июля 2018 г. № 152-р объявлен конкурс на замещение одной вакантной должности нотариуса,
21.07.2018 Министерство юстиции
Прокурор Чувашской Республики Василий Пословский принял участие в расширенном заседании коллегии МВД по Чувашской Республике - Прокуратура Сегодня, 20 июля 2018 года, прокурор Чувашской Республики Василий Пословский принял участие в расширенном заседании коллегии МВД по Чувашской Республике под председательством министра внутренних дел Чувашской Республики
20.07.2018 Прокуратура
В Чебоксарах женская консультация Городского клинического центра открылась после ремонта - Президент Чувашской Республики Оригинал 19 июля Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев осмотрел обновленные помещения женской консультации Городского клинического центра в Чебоксарах.
19.07.2018 Президент Чувашской Республики