Раççейри чи пĕчĕк çăпатана Чăваш Енре курма пулать

Ăна ăсталаканĕ - Елена Клементьева. Унăн çитĕнĕвне Раççейри рекордсен кĕнекине кĕртнĕ. Чĕрне хури чухлĕ те çук çăпатана эпир те курса тĕлĕнтĕмĕр.  

Екатерина Фомина, Наталия Егорова, Никита Углёв

Раççей рекордсменĕн чапĕ пирки Елена Клементьева нихçан та ĕмĕтленмен. Ал ĕçĕ уншăн – чун киленĕçĕ. Вăл тунă пĕрремĕш пĕчĕк çăпата 3 сантиметрлă  пулнă. Унтан тата пĕчĕкреххине - 19 миллиметрлине ăсталанă. Халĕ вара ачисем ыйтнипе Елена юмахри Пÿрнеске валли те пушмак хатĕрленĕ. Унăн тăршшĕ – 10, сарлакăшĕ – 7 миллиметр.

Елена авалхи йăласене пăхăнса ĕçлет. Пĕчĕк çăпатана шуратнă пушăтран тунă, тăлли те пур. Чăваш эрешĕпе илемлетнĕрен вăл тата илĕртÿллĕрех курăнать. Хăйĕн ĕçне   Раççей рекорчĕсен кĕнекине  кĕртчĕр тесе, Еленăн малтан çăпатана сăн ÿкерсе ярса памалла пулнă. Унăн чăн виçине палăртма линейка çумне хурса ÿкерни пулăшнă. Пĕчĕкскерсем халĕ «Ясна» этнокомплексра упранаççĕ. Елена унта курма килекенсене пушăтран çăпата тума вĕрентет.  Чăваш маçтăрĕн çитĕнĕвне вара кĕçех çĕршыв рекорчĕсен кĕнекин сайтне вырнаçтарĕç. Кăтартăва çĕнетсе тата пĕчĕкрех çăпата тăвас пирки хальлĕхе шутламан-ха, тет Елена Клементьева. Чи пахи уншăн – мăн асаттесен ĕçĕпе ыттисене те кăсăклантарма пултарни.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани