Шупашкара тирпей-илем кĕртме кăçал ятарлă программăпа 138 миллион тенкĕ уйăрнă

130 миллионе - федераци бюджетĕнчен, ыттине - республика тата вырăнти хыснасенчен. Çак укçапа тĕп хулари пĕлтерĕшлĕ лаптăксене хăтлăлатаççĕ: кадет скверне тата «Шупашкар» универмаг таврашне.

Надежда Александрова, Евгения Зиновьева, Вадим Владимиров

Трактор тăвакансен культура керменĕ çывăхĕнчи пушă выртакан лаптăкра парк тума специалистсене уйăх çурă вăхăт тата 75 миллион тенкĕ кирлĕ пулнă. Кунта 5 пин тăваткал метр брусчатка сарнă, саксем лартса тухнă. Скверта каçпа та çутă. Хальхи йышши 89 лампа вырнаçтарнă. Вĕсем çутăрах тата электроэнергие перекетлеççĕ. Халĕ ку кĕтес хула çыннисен юратнă вырăнĕсенчен пĕри. Ача-пăча хулине те шăпăрлансем уçичченех кăмăлланă.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче скверта республикăри пĕртен пĕр çутăпа музыка фонтанĕ уçăлнă. Шыв 4 метр çӳллĕшне пĕрхĕнет, вăл 50 тĕспе вылять. Çакна ĕçлеттерекен хатĕр хаклă йышши. Çавăнпа та специалистсем фонтана пăхсах тăраççĕ.

Трактор тăвакансен культура керменĕ çумĕнчи фонтанпа та çавăн пекех лару-тăру. Кунта юсав эрне каялла кăна вĕçленнĕ. Анчах та çынсем хăшпĕр пайне тăпăлтарма ĕлкĕрнĕ, çӳп-çап та пăрахма именмеççĕ.

«Шупашкар» суту-илӳ центрĕ çывăхне хăтлăлатма кирли çинчен хула çыннисем хăйсем пĕлтернĕ. Рейтинг сасăлавĕнче çак лаптăк 37 процент сасă пухнă. Укçа 56 миллион тенке яхăн уйăрнă . Строительсем ĕçе çывăх вăхăтрах тытăнĕç. Чăн малтан фонтансене юсĕç.

Проект хакĕ - 30 миллион тенкĕ. Кивелнĕ фонтансем вырăнне икĕ çĕнни - «Гă» хурăмлисем пулĕç. Кашниех 30 метр тăршшĕ. Вĕсене чăваш паллисемпе илемлетĕç, гранит плитасем çыпăçтарĕç. Подрядчике суйланă та ĕнтĕ. Фонтансем тепĕр икĕ уйăхран хатĕр пулĕç. Вĕсем епле ĕçленине вара хула çыннисем çитес çул курма пултарĕç. Тата 26 миллион тенкĕ суту-илӳ центрĕн таврашне тирпей-илем кĕртме тăккалĕç.
 
По теме
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани