Канаш районĕнче пĕр çын тăрăшнипе кĕпер тунă

Канаш районĕнчи Юмансарта ял çынни тăрăшнипе çĕнĕ кĕпер хывнă. Ун урлă каçса курнă Александр Осипов çак сăлтавпа ирттернĕ уяв çинчен.

Александр Осипов

Кĕперсĕр пурăнма май çук. Тепĕр чух каçă ишĕлсе ял-хула пĕтсе ларнисем те пулаççĕ. Георгий Филиппов хай пурнăçĕнче икĕ кĕпер тунă, виççĕмĕшне çуралнă ялта тăван халăх валли хывнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен тĕрлĕ юханшыв тăрăх пăрахутсемпе çӳренĕ. Халĕ çемйипе «Чувашия» санаторий салинче пурăнать пулсан та, ашшĕ-амăшĕ килне пăрахмасть. Пархатарлă юмансарсем ял урамне хăй тĕллĕн капăрлатакана тав туса ырă сăмах калама йышлă пухăнчĕç. Каçă ятне «Çеруш кĕперĕ» тесе панă. Георгий Исаевич шăллĕ Сергей - колхозри харсăр водитель - ферма валли выльăх апачĕ илме Ставрополь тăрăхне кайса каялла таврăнайманни 36 çул çитет. Ун виллине вăрăм çулпа юлташĕсем илсе килнĕ. Пиччĕшĕ çĕпĕрти Лена юханшыв çинче ĕçленĕ пирки шăллĕне пытарма вăхăтра çитеймен. Кунсăр пуçне çак шыв урлă çуркуннесенче кӳршĕ ялти шкула кайма питĕ йывăр пулнине аса илет Георгий Филиппов. Çапла ачаранпах халăх валли ыра ĕç тăвасшăн ĕмĕтленсе пурăннă вăл. Халĕ вăл пурнăçланчĕ ĕнтĕ.

Кĕпер уçса ун тăрăх пĕрремĕш хут каçса çӳренине курма халăх йышлă пухăнчĕ, инçетрен те сахал мар килнĕ. Ял тăрăхĕпе Культура çурчĕ тăрăшнипе Çеруш кĕперĕ умĕнче чăн-чăн уяв туса ирттерчĕç. Кун пек тĕлпулусенче ватăсем хăйсем ĕçленисене, ĕлĕкхи туссене аса илеççĕ. Георгий Филиппова çак тăкаклă ĕçе тума пулăшакансем пулнă. Хăйĕн укçисĕр пуçне Мускавра, Питĕрте, Шупашкарта, Юмансарта пурăнакан ентешсем хушса панă. Ял капăрланса, тасалса пырать терĕç тухса саламлакансем. Ветерансемпе пуçлăхсем ялта пралук юписене улăштарса лартнине палăртрĕç, кĕçех машин çӳреме май пултăр тесе урамсене вак чул сарса тирпейлесси çинчен калаçрĕç. Георгий Филипповăн Мускавра пурăнакан пиччĕшĕ Валерий пĕвесем пĕтнишĕн хумханать.

Ял пурнăçĕ мĕн авалтанпах ял çынни вăйĕпе тытăнса тăнă. Çак ырă йăлана юмансарсене ялтан тухса кайнă, çавах та тăван эткере манман, Георгий Филиппов пек çынсем ырă ĕçĕсемпе аса илтерсе, пулăшсах тăраççĕ.

 
По теме
В последнее время в Управление Росреестра по Чувашии поступает много обращений, в которых граждане интересуются, почему на портале Госуслуг в Личном кабинете не отображается недвижимость, владельцем которой они являются.
Жители республики приносили цветы к стихийному мемориалу в столице Чувашии. Скорбя вместе со всей страной, люди не могли сдержать слез. Одними из первых цветы возложили Олег Николаев и его супруга Наталья Николаева. Фото “Советской Чувашии - Газета Грани Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам,
Газета Грани
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела