Канаш районĕнчи Пайкилт ялĕнче Чăвашпа Пушкăрт республикисене пĕрлештерекен поэзи паркĕ уçăлчĕ

Улма-çырла пахчине тăван литература классикĕсене халалларĕç. Хаваслă лару-тăрура пирĕн корреспондент Алексей Енейкин пулчĕ.

Алексей Енейкин, Владимир Смирнов

Çеçпĕл Мишшине Константин Ивановпа тата Ухсай Якковĕпе çыхăнтаракан поэзи паркне канашсем иртнĕ çулсенче йĕркелеме палăртнă. Сăваплă ĕçе пуçăнма вăхăт çитнине туйса хастар ял-йышпа ку тăрăхран тухнă паллă çынсем асра юлакан уява пухăнчĕç.

Республика варринче вырнаçнă Канаш районĕ чăннипех сумлă та хисеплĕ çынсемпе палăрать. Ĕлĕкренех çапла пулнă. Тăван литература классикĕсем те кунти çĕртен сăрхăнса тухнă ăс-хакăл пуянлăхне ăша хывса пурăннă, тĕнче шайĕнчи хисепе тивĕçме пултарнă. Иртнĕ çулсенче тĕпчевçĕсемпе таврапĕлӳçĕсем çак асамлă вырăнпа çыхăннă тепĕр кăсăклă пулăма çирĕплетнĕ - Пушкăрт республикинчи Слакпуç ялĕнче çуралса ӳснĕ Константин Ивановпа Ухсай Якковĕн йăх тымарĕ шăпах Пайкилт ялĕнче пуçланнине пĕлнĕ.

Паллă поэтсен йăх çыхăнăвĕ татăлнине Константин Ивановăн ĕмĕрĕ кĕске пулнипе сăлтавлаççĕ. Тата вĕсем тĕрлĕ вăхăтра пурăннă. Çавах Яков Гаврилович Константин Васильевичпа тăванлă пулнине пĕлсе тăнă. Сăмах сăвăç-çыравçăсен хушшинче те çӳренĕ. Халăхра вара кун пирки калаçман. Тинех, çак пулăма хутпа çирĕплетнĕ. Канашсемшĕн вара чи пахи — вĕсене Çеçпĕл Мишшипе пĕр çĕр çинче асăнма май пурри.

Тĕрĕслĕхе ялти ватăсем те çирĕплетеççĕ. 90 çултан иртнĕ Василий Иванов Пайкилт историне лайăх ас тăвать.

- Асаттепе асанне К. Ивановăн ашшĕпе кӳршĕллĕ пурăннă. Кунтан вара вĕсем çурчĕсене сутса Пелепей хулине пурăнма кайнă, - тет вăл.

Поэтсене пĕрлештерекен парка уяв халăхĕ барбарис, пилеш, çăка, хурăн, улмуççи, туя тата уртăш хунавĕсене лартрĕ. Пĕтĕмпе 500 ытла тĕм. Çак йывăçсем çитĕнекен ăрăва паллă поэтсен йăхташлăхне асра тытма пулăшĕ терĕç. Уйрăмах Константин Ивановăн ашшĕ-амăшĕ Пайкилтрен пулни паха.

Çитес вăхăтра канашсем Пушкăрт делегацине кĕтеççĕ. Вĕсем кунта хăйсем патĕнче ÿсекен йывăç тĕмĕсене илсе килме шутланă. Çапла, Пайкилтре чăн-чăн поэзи сачĕ ешерме пуçлĕ. Парк хальлĕхе 50 ытла сотый лаптăк çĕр çинче вырнаçнă. Тен, малашне вăл тата та пысăкланĕ. Район администрацийĕ те сат пахчине пысăк тимлĕх уйăрма шантарать.

- Пирĕн районта турист маршручĕ ĕçлет. Унта çак поэзи паркне те кĕртсе хăваратпăр, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров.

Поэзи паркне выльăх-чĕрлĕх кĕресрен карта тытса çавăрма палăртнă. Унтан кану вырăнĕ евĕр илемлетме тытăнĕç.
 
По теме
Михаил Игнатьев принял участие в совещании по подведению итогов социально-экономического развития города Алатыря в I полугодии 2018 года - Администрация Президента ЧР Оригинал 18 июля Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев принял участие в расширенном совещании по подведению итогов социально-экономического развития города Алатыря за I полугодие 2018 года и задачам на II полугод
18.07.2018
Официальный портал органов власти Чувашской Республики » Новости » В Чувашии определен подрядчик на строительство эстакады к мосту через реку Сура 17 июля ФКУ «Волго-Вятскуправтодор» подписало государственный контракт
18.07.2018
 
Пожар в СТ "Ольдеево-2" - МЧС Чувашской Республики Последствия пожара в г. Чебоксары Во вторник, около 9:00, пламя уничтожило дощатый сарай в хозяйстве 41-летнего жителя села Сойгино Алатырского района.
18.07.2018 МЧС Чувашской Республики
Коллаж Марии СМИРНОВОЙ - Газета Грани Минздрав Чувашии бьет тревогу: за пять месяцев этого года в республике погибли 42 ребенка, из них 24 — в возрасте до 1 года.
18.07.2018 Газета Грани
Нажмите для предварительного просмотра изображения - Газета Республика Завтра, 19 июня в 18.30, на сцене Чувашского академического драматического театра им.
18.07.2018 Газета Республика
Для жителей северо-западного района г. Чебоксары стало традицией проведение праздников, когда все собираются вместе, поют песни, танцуют и тепло общаются.
18.07.2018 Газета Республика
Нажмите для предварительного просмотра изображения - Газета Республика Полузащитник сборной Хорватии Лука Модрич, один из лучших футболистов планеты, серебряный призер чемпионата мира 2018 года,
18.07.2018 Газета Республика
Фото: cap.ru Воспитанницы чувашской школы спортивной борьбы достигают все больших высот: на этот раз приятная новость поступила из Испании, где наша Мария Кузнецова стала победительницей международного турнира в Мадриде.
18.07.2018 Газета Республика
После уроков этот ученик чебоксарской гимназии № 4 спешит на каратэ. Даже на летних каникулах, когда тренер разрешает немного передохнуть, мальчишка просит отца позаниматься с ним.
17.07.2018 Газета Чебоксарские новости
Судья назначил пенальти. Разбежавшись, юный футболист изо всех сил ударил по мячу, прицелившись в правый угол ворот.
17.07.2018 Газета Чебоксарские новости
Михаил Игнатьев принял участие в совещании по подведению итогов социально-экономического развития города Алатыря в I полугодии 2018 года - Администрация Президента ЧР Оригинал 18 июля Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев принял участие в расширенном совещании по подведению итогов социально-экономического развития города Алатыря за I полугодие 2018 года и задачам на II полугод
18.07.2018 Администрация Президента ЧР
Официальный портал органов власти Чувашской Республики » Новости » В Чувашии определен подрядчик на строительство эстакады к мосту через реку Сура 17 июля ФКУ «Волго-Вятскуправтодор» подписало государственный контракт
18.07.2018 Порецкие вести
За прошедшие сутки спасатели Чувашии ликвидировали 4 пожара: в жилых домах Мариинского Посада и Алатырского района, на даче в Новочебоксарске и в обувной мастерской, расположенной на 1 этаже дома 26 по проспекту Мира в Чебоксарах.
18.07.2018 ГТРК Чувашия
Оригинал Подведомственное Росавтодору ФКУ «Волго-Вятскуправтодор» завершило устройство нижнего слоя покрытия в рамках капитального ремонта 3-километрового участка (км 16 – км 19) автодороги Р-176 «Вятка» в Чебоксарско
18.07.2018 Газета Сельская Жизнь
18 июля Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев прибыл в город Алатырь для участия в совещании по подведению итогов социально-экономического развития за I полугодие 2018 года.
18.07.2018 Администрация Президента ЧР