Ĕненÿпе шыва кĕреççĕ

Паян — Кăшарни, православири чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Чиркӳсенче кĕлĕсем иртеççĕ, шартлама сивĕрен хăраманнисем вара пачăшкă çветит тунă вакра чӳхенеççĕ. Уява пăрлă шывра кĕтсе илекен хăюллă çынсемпе пирĕн корреспондент Алексей Енейкин тĕл пулчĕ.

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов

Шупашкарти çветтуй Троица ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕ çумĕнче кашни çулах 4 вак касаççĕ. Çурçĕр çитеспе кунта шыва кĕме килекенсен йышĕ нумайлансах пырать. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса вĕсене Атăл çине сахалшарăн кĕртрĕç. Апла пулин те пăрлă шывра чӳхениччен пурте пĕр вăхăт черетре тăчĕç. Çынсене 22 градус сивĕ те хăратмарĕ.

Чăваш Енре кăçал Кăшарнире шыва кĕрекенсем валли 116 вырăнта ваксем каснă. Пурне те хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса хатĕрленĕ. Унсăр пуçне хăйсем тĕллĕн пăр касса шывра чӳхенекен те сахал мар.

Арçынсен мăнастирĕ çумĕнчи лаптăк ― Кăшарнире халăх чи йышлă пухăнакан вырăн пулса тăнă. Кунта шыва кĕрсе тухакансем валли хывăнса тăхăнмалли пӳлĕмсемсĕр пуçне кăçал пысăк, ăшă палаткăсем вырнаçтарнă. Йĕрке хуралçисемпе çăлавçăсем вара кунти лăпкăлăха кăрлачăн 21-мĕшĕччен сыхлĕç.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани