Марина Карягина Раççейри литература фестивалĕнчен çитĕнÿпе таврăннă

Мускавра Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш литература фестивалĕ иртнĕ. Ăна пуçаракансем хăйсен умне çĕршывра пĕрпĕтĕмĕшле литература талккăшĕ уçма, çыравçă сумне çĕклеме, чикĕ леш енче пурăнакан ентешсемпе культура çыхăнăвĕсем йĕркелеме тĕллев лартаççĕ. Чăваш Енрен фестивале пирĕн ĕçтеше, Марина Карягина поэта йыхравланă, ăна поэзире тунă ÿсĕмсемшĕн кĕмĕл медаль парса чысланă.

Александр Осипов, Александр Куприн

Пысăк форума çыравçăсем нумай чĕлхеллĕ Раççейри тĕрлĕ тăрăхран, çавăн пекех Америкăран, Англирен, Австрирен, Францирен, Данирен, Польшăпа Германирен тата ытти çĕршывсенчен килсе çитнĕ. Фестивалĕн ертÿçи, Пĕтĕм Раççейри тата регионсенчи „ЛиФФт“ журналсен тĕп редакторĕ Маргарита Аль поэт, философ, юлашки тапхăрта çул-йĕрне çухатнă литература юхăмне хăй çине илсе капашсăр пĕлтерĕшлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Вăлах Çыракансемпе вулакансен пĕрлĕхне йĕркеленĕ. Пархатарлă пуçарăва пулăшса пыракансем те сахал мар: эппин, Константин Кедров паллă поэт калашле, халь шăпах литература ирĕклĕн сывласа яма мехел çитнĕ. Кăçалхи фестивале Марина Цветаева çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. Кун йĕрки питĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ: куллен тĕлпулусемпе сăвă вулавĕсем, çавра сĕтелсемпе ăсталăх сехечĕсем, хăтлавсем иртни çыравçăсене пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе çывăхрах паллашма май панă. Марина Цветаева пурăннă Çурт-музейра иртнĕ поэта халалланă сăвăсен ăмăртăвĕнче те чăваш чĕлхи янăранă.

Фестивале Литераторсен тĕп çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура хупнă. Чикĕ леш енчи çыравçăсенчен Казахстанăн паллă поэчĕ Олжас Сулейменов, Раççейрисенчен Краснодар тăрăхĕнчен килнĕ Александр Вепрёв тĕп приза – Ылтăн медале – тивĕçнĕ, пирĕн ентеше Марина Карягинăна Кĕмĕл медальпе чысланă. Йĕркелÿçĕсем каллех чăваш поэзийĕ тăван чĕлхепе мĕнле янăранине пурне те итлеттерес кăмăлпа Карягинăна вăл çĕнĕ меслетпе хайланă сăввине вулама ыйтнă.

Пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш литература фестивалĕ Сочире иртĕ, ун хыççăн поэтсене Шупашкар та тараватлăн йышăнасса шанма май пур.
 
По теме
Увеличить - Администрация Президента ЧР Оригинал 20 июня Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в торжественном вручении ключей от новых автомобилей Чувашской республиканской противопожарной службе ГКЧС Чувашии и Лесной охране Минприроды Чувашии.
20.06.2018
Следственными органами Следственного комитета РФ по Чувашской Республике завершено расследование уголовного дела в отношении главного инженера одной из коммерческих организаций города Чебоксары.
20.06.2018 Следственное управление
В Национальной библиотеке Чувашской Республики состоится презентация исследования Дмитрия Мадурова «Серебряная Булгария: основные вехи истории» - Газета Сельская Жизнь   22 июня Национальная библиотека Чувашской Республики приглашает всех, кто интересуется историей родного края, на презентацию исследования «Серебряная Булгария» Дмитрия Федоровича Мадурова.
20.06.2018 Газета Сельская Жизнь
В музее «Бичурин и современность» в п. Кугеси к Дню Республики представят старинные чувашские обряды - Газета Таван Ен В субботу, 23 июня, в музее «Бичурин и современность» вы п. Кугеси (Чувашия) в рамках празднования Дня Республики пройдут обрядовые театрализованные представления фольклорных коллективов Чебоксарского района: «Свадьба»,
20.06.2018 Газета Таван Ен
В составе Межрегионального студенческого сельскохозяйственного отряда «Альтаир» трудятся 2 бойца сельскохозяйственного отряда "Зверополис" Чувашской государственной сельскохозяйственной академии Инна Николаева и Констант
20.06.2018 ЧГСХА
Фото: cap.ru 24 июня Чувашия будет отмечать День Республики. По традиции в этот день и в его преддверии в республике открываются новые производства и социальные объекты, проводятся круглые столы, выставки, фестивали,
20.06.2018 Газета Республика
Воспитанники столичных детских садов знакомятся с уникальной виртуальной выставкой «Спорт в русском искусстве» - Администрация г. Чебоксары Оригинал 14 июня в России стартовал Чемпионат мира по футболу, а в Виртуальном филиале Русского музея в Культурно-выставочном центре «Радуга» началась спортивная неделя для самых юных посетителей центра.
20.06.2018 Администрация г. Чебоксары
Хочу попробовать сдать нормативы ГТО. Где и как это можно сделать в нашем городе?
20.06.2018 Газета Грани
Чемпионат мира по футболу, проходящий в России, объединил, пожалуй, всех жителей страны.
20.06.2018 Газета Грани
Увеличить - Администрация Президента ЧР Оригинал 20 июня Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в торжественном вручении ключей от новых автомобилей Чувашской республиканской противопожарной службе ГКЧС Чувашии и Лесной охране Минприроды Чувашии.
20.06.2018 Администрация Президента ЧР
Облик горбольницы с каждым годом преображается. Торжественное открытие 1 терапевтического отделения стационара. - Новочебоксарская ГБ 20 июня, в Новочебоксарской городской больнице состоялось торжественное открытие обновлённого 1 –го терапевтического отделения стационара.
20.06.2018 Новочебоксарская ГБ
«Час руководителя»   20 июня 2018 года прошла очередная лекция в рамках интерактивного курса «Час руководителя» на тему «Мониторинг и многоуровневая организация онкологической помощи в медицинских организациях Чува
20.06.2018 Городская стоматологическая поликлиника
20 июня с рабочим визитом детскую поликлинику Новочебоксарского медицинского центра Минздрава Чувашии посетил министр здравоохранения Чувашской Республики Владимир Викторов.
20.06.2018 Новочебоксарский медцентр