Çамрăк чăваш çыравçисен И.Я. Яковлева тата чăваш чĕлхи кунне халалланă «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити» XV республика конкурсне ял тата хула шкулĕсенче вĕренекенсенчен 190 хайлав килчĕ. Литература пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикинчи, Тутарстанпа Пушкăртстан республикисенчи тата Ульяновск облаçĕнчи çамрăк сăвăçсемпе проза ăстисем тата драматургсем хастар хутшăнчĕç.
Чăваш халăх писателĕ Г.В. Краснов профессор ертсе пыракан конкурс комиссийĕ çамрăк çыравçăсен хайлавĕсене тимлĕн пăхса тухрĕ. Чи лайăх ĕçсен авторĕсене, 75 шкул ачине, конкурсăн 2-мĕш турне чĕнчĕ.
Ыран, 2012 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Г.С. Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕнче конкурсăн тĕп тапхăрне чи пултаруллă çамрăк çыравçăсем пухăнаççĕ. Литература пултарулăх ăмăртăвĕ 10 сехетре пуçланать. Чăваш Республикинчи паллă писательсемпе поэтсем тата литература ĕçченĕсем поэзи, проза, очерк тата драматурги секцийĕсенче çамрăк çыравçăсемпе ăсталăх урокĕсем ирттереççĕ. Çамрăк çыравçăсен хăйсен хайлавĕнчи сюжетне (ĕç-пуç йĕркине) каласа пама, проблемине (хускатнă ыйтусене) тата хайлавăн тĕп шухăшне уçса пама пĕлмелле. Сăвăçсен вара пĕр-ик сăвă пăхмасăр лайăх калама вĕренсе килмелле. Литература конкурсĕ вăл – ăсталăхпа пултарулăх уявĕ. Кану вăхăтĕнче лицейăн ача-пăча фолькор ансамблĕ «Пилеш» юрă-ташăпа савăнтарĕ, кăçалхи конкурсра çĕнтернĕ чи пултаруллă çамрăк поэтсем хăйсен сăввисене пăхмасăр калĕç. Çамрăк чăваш çыравçисен И.Я. Яковлева тата чăваш чĕлхи кунне халалланă «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити» XV республика конкурсне кăнтăрла иртсен пĕтĕмлетеççĕ, тĕрлĕ жанрлă илемлĕ хайлав çырса палăрнă тата çĕнтернĕ çамрăк çыравçăсене дипломсемпе парнесем парса чыслаççĕ.
Минобразования Чувашии