Куçса çÿрекен поликлиника кашни хулапа района çитĕ

Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Куçса çÿрекен поликлиника» çĕнĕ проекчĕ аталанать. Ăна пурнăçласа тухтăрсен 2 бригади çак кунсенче Елчĕк районĕн тĕп больницине çитрĕ. Специалистсем 170 пациента йышăнчĕç. Вĕсен хушшинче çитĕннисем те, ачасем те пулчĕç.

Надежда Александрова, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров

Аслисен сывлăхĕшĕн яваплă бригада йышĕнче республикăри тата тĕп хулари клиникăсен тухтăрĕсем: невролог, кардиолог, онколог, офтальмолог, эндокринолог, дерматовенеролог, гастроэнтеролог тата хирург. Вĕсем килнишĕн ял çыннисем питĕ хĕпĕртенĕ.

- Питĕ аван врачсем час-час килсе çӳресен. Хуларан аякра пурăнатпăр. Пĕр кунра кайса килме йывăртарах. Паян онколог, хирург, эндокринолог патне кĕрсе тухрăм, - тет Зинаида Карамаликова.

Тухтăрсем маларах çырăнса хунă йĕркепе йышăнни пурне те килĕшнĕ. Вăхăта черетре ларса ирттермелле мар. Ача-пăча сывлăхне вара невролог, аллерголог-иммунолог, хирург, ортопед, окулист тата ыттисем те тĕрĕслерĕç. Мария Кузьмина Ульяна хĕрĕпе кардиолог патне килнĕ. Вĕсем Шупашкартан кирлĕ специалист çитессине малтанах пĕлнĕ.

Тĕп хулари тата вырăнти специалистсем пациентсене йышăннипе пĕрлех, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

- Кунти тухтăрсем килĕшрĕç. Кашни ачан пурнăçне пĕлни, мĕнле пулашмаллине шухăшласах тăраççĕ. Вĕсем ачасемпе мĕнле калаçнине хам та вĕренетĕп, - тет медицина наукисен докторĕ Эльвира Бушуева.

Çак кун Елчĕкре йышăннă çынсенчен 20-шне тĕп хулари больницăсене сипленме тата сывлăхне тĕплĕнрех тĕпчеме йыхравларĕç. Куçса çÿрекен поликлиника çу уйăхĕн вĕçĕччен мĕн-пур район-хулана çитсе курас тĕллевлĕ. Специалистсене 22 медицина организацийĕнче кĕтеççĕ.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани