Çĕнĕ Шупашкарта Республика Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн Раççейри атлетсем тупăшрĕç  

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çăмăл атлетика енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕн тĕп тренерĕпе Юрий Борзаковскипе тĕл пулчĕ. Вĕсем Чăваш Енре спорта аталантармалли майсене сÿтсе яврĕç. Паллă спортсмен çавăн пекех республика  Пуçлăхĕн Кубокне çăмăл атлетика енĕпе çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртусен хисеплĕ хăни пулчĕ.
 
Алиса Александрова, Оксана Баскакова, Вячеслав Ильин, Игорь Ульянов
 
Михаил Игнатьев Юрий Борзаковские хапăл туса йышăнчĕ, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене тĕплĕн хатĕрленнине пĕлтерчĕ. «Республикăра тăтăшах çĕршыв шайĕнчи турнирсем иртеççĕ. Вĕсем регионта спорта аталантарма, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарма пулăшаççĕ“, - терĕ Михаил Игнатьев. Юрий Борзаковский сăмахĕпе, Чăваш Ен ăмăртусем ирттермеллие чи лайăх регион. Республикăра 25 ача-пăча, 3 олимп резервĕн спорт шкулĕ тата олимп резервĕн 1 училищи пур. Вĕсенче 5 пин ытла çын çăмăл атлетикăра ăсталăхне туптать.  2017 çулта Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче Чăваш Енри 44 спортсмен пулнă, пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев.

Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн 2-мĕш шкулĕнче иртрĕç. Программăри 17 пайран 9-шĕнче «Элита» ушкăнри спортсменсем Михаил Игнатьев Кубокĕшĕн тупăшрĕç. Малтанах спринтерсен хĕрӳ ăмăртăвĕ пулчĕ. 60 метр чупса хĕрарăмсем хушшинче Шупашкарти Олимп резервĕсен 1-мĕш шкулĕнчи Марина Сизова иккĕмĕш пулчĕ. Пĕрремĕш вырăна вара Мордва республикинчен килнĕ Ирина Белова тухрĕ. Пирĕн çăмăл атлетсем пурпĕр ылтăнсăр юлмарĕç. Муркаш хĕрĕ Вера Васильева 800 метра чупса никама та хăйĕнчен ирттермерĕ. 

Чăваш Енĕн ушкăнне тепĕр ылтăнпа икĕ хут Европа чемпионĕ Анжелика Сидорова пуянлатрĕ. Вăл 4 метр та 70 см çӳллĕшне сиксе мала тухрĕ. Республика Пуçлăхĕпе пĕрле спорт уявне çĕршывăн пĕрлештернĕ ушкăнĕн тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский  сăнарĕ. Сезон умĕнхи кăтартусемпе кăмăллине палăртрĕ вăл.
 
 
По теме
Жители республики приносили цветы к стихийному мемориалу в столице Чувашии. Скорбя вместе со всей страной, люди не могли сдержать слез. Одними из первых цветы возложили Олег Николаев и его супруга Наталья Николаева. Фото “Советской Чувашии - Газета Грани Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам,
Газета Грани
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела