Картишсенче саксенчен пуçласа хунарсем таранах вырнаçтарĕç

Кăçал Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ 4 проект йышăннă. Вĕсенчен пĕри хуласене аталантарассипе çыхăннă. Çавна май республикăра мĕнле улшăнусем пулассине Леонид Черкесов депутат каласа кăтартрĕ. Раççей парламентарийĕ çак кунсенче Чăваш Енре çÿревпе.

Алексей Енейкин, Леонид Петров, Александр Яковлев

Çĕнĕ программăпа усă курса Шупашкарти 47 çурт картишне юсама палăртнă. Тимлĕхе чи малтанах Ленин районне уйăрĕç. Çакă хула варринче кивĕ çуртсем нумаййипе çыхăннă. Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов тата вырăнти пуçлăхсем Энгельс урамĕнче пурăнакансемпе, коммуналлă тытăмра ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç. Çĕнĕлĕхе çак урамри 13, 15 тата 17 çуртсенче пурăнакансем чи малтан туйса илĕç.

- 2017-мĕш çулта Чăваш Ене 260 миллион тенкĕ уйăрĕç. Вăл шутра Шупашкарти картишсене те йĕркене кĕртĕç, - тет Леонид Черкесов.

Пухăннисем юсав ĕçĕн проекчĕпе паллашрĕç. Ăна хатĕрленĕ чухне çынсен сĕнĕвĕсене те шута илнĕ. План тăрăх халиччен çутă пулман çурт картишĕсене хунарсем вырнаçтармалла. Вĕсенче энергие перекетлекен лампăсем çунĕç. Картишсенчи çулсене те юсĕç

Кăçал Ленин районĕнчи 6 çурт çумĕнчи лаптăка юсамалла. Пĕтĕмпе 12 адреспа реконструкци тума палăртнă. Проекта халăхпа сÿтсе явнă хыççăн аукцион ирттерĕç. Строительсем çĕртме уйăхĕнче ĕçе пикенĕç. Леонид Черкесов çавăн пекех Патшалăх Канашĕ çумĕнчи çамрăксен Палатин хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. Хуласенчи çурт картишĕсене хăтлăлатмалли проекта эсир те хутшăнни паха, терĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем палăртнă ĕçсен 3 процентне кăна тӳлеççĕ е тăкаксене управляющи компани саплаштарать. Чăваш Ен халĕ патшалăхăн тепĕр 3 проектне хутшăнать. Пĕри вăл - хуласенчи кану вырăнĕсемпе парксене йĕркене кĕртмелли, тепри — районсенчи культура çурчĕсене çĕнетмелли, виççĕмĕшĕ — пĕчĕк хуласенчи театрсене юсамалли тата çĕннисене уçмалли. Çак ĕçсене çамрăк хастарсем те хутшăнасса кĕтеççĕ.

Леонид Черкесов республикăри ытти район депутачĕсемпе те тĕл пулать. Патшалăх программисем ăнăçлă пурнăçланччăр тесен вырăнти пуçлăхсен халăхпа канашласа ĕçлемелле, тет.
 
По теме
В последнее время в Управление Росреестра по Чувашии поступает много обращений, в которых граждане интересуются, почему на портале Госуслуг в Личном кабинете не отображается недвижимость, владельцем которой они являются.
Алатырским районным судом Чувашской Республики рассмотрено административное дело по административному иску Акционерного общества «ОТП Банк» к судебному приставу - исполнителю Алатырского районного отделения судебных прис
Жители республики приносили цветы к стихийному мемориалу в столице Чувашии. Скорбя вместе со всей страной, люди не могли сдержать слез. Одними из первых цветы возложили Олег Николаев и его супруга Наталья Николаева. Фото “Советской Чувашии - Газета Грани Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам,
Газета Грани
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела
Евгений Лебедев поздравил работников культуры Порецкого округа - Порецкий район Ежегодно 25 марта свой профессиональный праздник отмечают все, кто трудится в многогранной сфере культуры: работники культурно-досуговых учреждений, музеев, библиотек, руководители народных творческих коллективов,
Порецкий район