Шăрăхра çынсем путнă тĕслĕх нумайланнă

Раççейре футбол енĕпе чемпионат пынă май республикăра пурăнакансене те ку вăйă ытларах кăсăклантарма пуçларĕ. Тĕп хулара çак спорт тĕсне аталантарас тĕлĕшпе чылай ĕç тăваççĕ. Шкул картишĕсемпе çурт таврашĕнче çĕнĕ спорт лаптăкĕсем пĕрин хыççăн тепри йĕркелеççĕ.
 
Алиса Александрова, Михаил Солин

55 çулхи юбилейĕ тĕлне 10-мĕш шкула валли хула администрацийĕ пысăк парне — çĕнĕ йышши футбол площадки хатĕрленĕ. Халĕ кунта иртен пуçласа каçчен, хĕлĕн-çăвĕн ачасемпе çамрăксем хĕвĕшеççĕ.

Чемпионат тĕлне Шупашкарти «Спартак» тата «Олимпийский»  стадионсенче   тренировкăсем ирттермелли тĕнче шайĕнчи лаптăксем хатĕрленĕ. Улшăнса çĕнелнĕ «Спартак» ушкăнсене йышăнма хатĕр. Трибунăсем, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем, конференц-зал — пĕтĕмпех çĕнĕлле. Футбол уйне ятарлă курăк акнă, им-çам сапсах тăраççĕ.

Сывлăхпа спорт кунĕнче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем валли кунта чупмалли çулсене уçĕç. Стадионта малашне Шупашкарти «Спартак» ушкăн тĕпленĕ, футбол ăмăртăвĕсене те кунтах ирттерĕç. Соляново микрорайонта пурăнакансем валли те спорт лаптăкĕ йĕркеленĕ. Çулла футболла вылякансене, хĕлле хоккеистсемпе конькипе ярăнма кăмăллакансене йышăнма пултарĕ вăл. Ятарлă программа хулара аван ĕçлет пулин те, кăлтăксем те пур.

Сосновкăра, сăмахран,  пĕлтĕр уçма палăртнă спорт лаптăкне, подрядчик явапсăрлахне пула халĕ те хута ярайман. «Ачасене кунта кĕртме хăратпăр. Ячĕшĕн туса лартнă вырăнта ÿкме те, аманма та пулать», - теççĕ 10-мĕш спорт шкулĕнче ĕçлекенсем. Çавăнпа та Шупашкар хула администрацийĕ строительсемпе тунă килĕшĕве пăрахăçланă. Ку ĕçе хальлĕхе вĕçне-хĕрне çитермен-ха. Спорт площадкисене юсаса çĕнетес программа вара малалла пурнăçланĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал 56-мĕш тата 27-мĕш шкулсенчи футбол уйĕсене çĕнетĕç.

Ещё новости о событии:

Раççейре футбол енĕпе чемпионат пынă май республикăра пурăнакансене те ку вăйă ытларах кăсăклантарма пуçларĕ.
01:51 29.06.2018 ГТРК Чувашия - Чебоксары
Раççейре футбол енĕпе чемпионат пынă май республикăра пурăнакансене те ку вăйă ытларах кăсăклантарма пуçларĕ.
22:21 28.06.2018 ГТРК Чувашия - Чебоксары
 
По теме
В четвертьфинальной серии чебоксарская команда обыграла подмосковный «ЦСП-Химки» с разницей 4 очка по итогам двух матчей (157:161) и вышла в полуфинал Фонбет Чемпионата России – Высшая лига.
В Чувашии сотрудники транспортной полиции подвели итоги оперативно-профилактического мероприятия «Должник» - Город Канаш В период с 18 по 26 марта текущего года на территории оперативного обслуживания Чувашского ЛО МВД России на транспорте во взаимодействии с управлением Федеральной службы судебных приставов России по Чувашской Республике
Город Канаш
Жители республики приносили цветы к стихийному мемориалу в столице Чувашии. Скорбя вместе со всей страной, люди не могли сдержать слез. Одними из первых цветы возложили Олег Николаев и его супруга Наталья Николаева. Фото “Советской Чувашии - Газета Грани Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам,
Газета Грани
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела