Хăватлă карапа – ăнăçлă ишев

Фото: www.chuvsu.ru

И.Н.  Ульянов  ячĕллĕ  ЧПУ  50  çул  тултарнине  халалласа  паян  Чăваш  патшалăхоперăпа  балет  театрĕнче  савăнăçлă  мероприяти  иртрĕ.  Аслă  шкула  Мускавриэнергетика  институчĕн  Атăл  тăрăхĕнчи  тата  И.Я. Яковлев  ячĕллĕ  Чăваш  патшалăхпедагогика  институчĕн  историпе  филологи  факультечĕн  никĕсĕ  çинче  1967  çулхиçурла  уйăхĕн  17-мĕшĕнче  йĕркеленĕ.

Çĕршыври ятлă-сумлă, инновациллĕ аслă шкулăн туслă коллективне сумлă юбилейпе саламласа РФ вĕрентÿпе наука министрĕ О.Васильева, РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ В.Никонов, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи — Мускаври, Чулхулари, Чĕмпĕрти, Гроднори, Тутар, Мари, Мордва, Калмăк тата ытти субьектри — ĕçтешĕсем çак кунсенче ăшă саламсем çитернĕ.

Республикăри общественноç вара вĕсене ĕнер чысларĕ. Çак ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, министерствăсемпе ведомствăсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсем, хăнасем хутшăнчĕç.

Регион ертÿçи аслă шкула сумлă уявпа саламланă май унăн çитĕнĕвĕсене уйрăммăн палăртрĕ. Акă, тĕслĕхрен, Чăваш патшалăх университетне йĕркеленĕ чухне электротехника отрасльне хамăр хутлăхра анталантарассине тĕпе хунипе паян ку енĕпе республика ячĕ-шывĕ çĕршывра кăна мар, тĕнчере те ырăпа палăрса тăрать.Чăваш электроприборĕсем рынокра тивĕçлĕ вырăн тупнă. Е тата медицинăна илер: 50 çул каялла сывлăх сыхлавĕпе мухтанма пултарайман тăк, паян Чăваш Енри центрсенче пысăк технологиллĕ пулăшусемпе усă кураççĕ. Çак çитĕнÿсенче ЧПУран вĕренсе тухнă специалистсен тÿпи чăннипех пысăк. Влаç тытăмĕнче вăй хуракансен пысăк пайĕ университетра ăс пухнă. Михаил Игнатьев аслă шкулăн ăсчахĕсене ăста та пултаруллă кадрсем хатĕрленĕшĕн тав турĕ. «Хăвăр тивĕçĕре чăннипех хаклама пĕлетĕр, çĕршывăн пулас çыннисене хатĕрлетĕр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн. Сывлăхлă пулăр, пултарулăхăр тапса тăтăр», — терĕ вăл университетăн маттур та ăнăçуллă вĕрентекенсен йышне республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен тата Раççей наградисемпе чысланă май.

Валентина СМИРНОВА.

Газета "Хыпар". 2017. 13 октября.

 
По теме
Туслăх çĕнтернĕ - Чебоксарский кооперативный институт Чăваш Республикинчи патшалăх влаç органĕсен тата Шупашкарти коопераци институчĕн командисем юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пăр керменте хоккейла вылянă.
01.11.2017
Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕренпе чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Çак ятпа Шупашкара конгресăн Раççейри тĕрлĕ регионта тата чикĕ леш енче пурăнакан хастарĕсем килсе çитрĕç.
31.10.2017
 
Фото из архива педагога НКЛ А.Николаева - Газета Грани Более 800 учащихся школ республики собрались на базе лагеря “Звездный” Цивильского района, чтобы в течение четырех дней (с 19 по 22 июня) показать навыки и умения в военно-прикладных дисциплинах и выявить наиболее сильных,
24.06.2018 Газета Грани
<a class="sig-download-link" href="http://www.chuvsu.ru/plugins/content/jw_sigpro/sigpro.download.php?file=images/stories/novosty/2018/6/230618/1.JPG">Download this image</a><br /><br /> - ЧувГУ Сегодня на Красной площади в Чебоксарах открылась XXV Межрегиональная выставка «Регионы – сотрудничество без границ».
24.06.2018 ЧувГУ
В Чебоксарах подвели итоги XX Межрегиональной конференции-фестиваля научного творчества учащейся молодежи «Юность Большой Волги».
21.06.2018 Газета Чебоксарские новости
В системе преступлений против общественной безопасности такое деяние, как «заведомо ложное сообщение об акте терроризма, о готовящихся взрыве, поджоге или иных действиях, создающих опасность гибели людей,
23.06.2018 Газета Вперёд
В музее «Бичурин и современность» встретили гостей из Ульяновской области - Газета Сельская Жизнь Оригинал 23 июня в музее «Бичурин и современность» встречали участников Всероссийского фестиваля народного творчества «Родники России» – Хор русской песни из г. Димитровград Ульяновской области.
24.06.2018 Газета Сельская Жизнь
В г. Мариинский Посад стартовал конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая» - Газета Вперёд Сегодня, 23 июня, на Площади культуры г. Мариинский Посад стартовал XVI Всероссийский конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая», который будет проходить в течение двух дней.
24.06.2018 Газета Вперёд
Сегодня, 23 июня, на Площади культуры г. Мариинский Посад стартовал XVI Всероссийский конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая», который будет проходить в течение двух дней.
23.06.2018 Советская Чувашия
Съемочная группа российского телеканала о водном пространстве OCEAN-TV посетила Че­бок­са­ры.
23.06.2018 Газета Чебоксарские новости
Ежегодный чебоксарский Бал дошколят, собравший полную Красную площадь восхищенных зрителей, дал старт выпускным торжествам в школах.
23.06.2018 Газета Чебоксарские новости
iZGGl1VkNAk.jpg - Газета Грани Внештатный собкор “Граней”, фанат футбола, известный музыкант Николай Абрамов с 14 июня с билетом болельщика колесит по городам — организаторам чемпионата мира по футболу.
23.06.2018 Газета Грани
Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравил митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнаву с днем Ангела - Чебоксарско-Чувашская Епархия 24 июня 2018 года на соборной площади у Покровско-Татианинского собора г.Чебоксары, перед началом богослужения, Глава Чувашии Михаил Игнатьев, поздравил  митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнаву  с днем Тезоименитства.
24.06.2018 Чебоксарско-Чувашская Епархия
Оригинал Сегодня руководителем КУ «Чувашупрдор» Владимиром Доброхотовым проведен объезд с проверкой выполнения комплекса работ по содержанию автодорог республиканского значения, в т. ч. в рамках подготовки ко Дню Республики,
22.06.2018 Газета Сельская Жизнь
Оригинал В рамках приоритетного проекта Минтранса Чувашской Республики «Безопасные и качественные  дороги» обновится не только дорожное покрытие на 36 улицах столицы Чувашской Республики.
22.06.2018 Администрация г. Чебоксары