Республикăра Федор Павлов, Степан Максимов тата Виктор Ходяшев çуралнă кунĕсене паллă тума хатĕрленеççĕ

«Чăваш Ен музыки - тăванлăх сăпки» ятпа Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче вĕренӳ форумĕ иртрĕ. Илемлĕ уявра вĕрентекенсемпе Александр Осипов корреспондент тĕл пулчĕ.

Александр Осипов, Никита Углёв

Вĕренӳпе çыхăннă уявсемпе пухусем ирттересси институтра тахçанах ыра йăла пулса тăнă. Хальхинче музыкăпа кăсăкланакансем кунта тĕрлĕ çĕртен пухăннă, Шупашкартан кăна мар республика районĕсенчен те. Форума Светлана Макарова музыковед уçрĕ. Кăçал республикăра виçĕ чаплă композитор юбилейĕсене уявлаççĕ. Фёдор Павловпа Степан Максимов чăвашсен профессиллĕ музыкине пуçарса яраканĕсем çуралнăранпа 125 çул çитнине тата Раççейĕпе паллă композитор Виктор Ходяшев 100 çул тултарнине. Институтри форум та вĕсен ячĕпе иртрĕ. Шупашкарти юрăçсен «Классика» капелли, Надежда Гайбуровапа Валентина Архипова пианистсем, Культура институчĕпе педуниверситетăн пĕрлештернĕ хорĕ, вокал класĕнче вĕренекен студентсем асăннă композиторсен юррисемпе хайлавĕсене янратрĕç. Тухса калаçакансем чăваш музыкипе ун чаплă авторĕсем çинчен сăмах пуçарчĕç, нумайăшĕ тăван кĕвĕ пĕлĕвне халăхра ытларах сарас енĕпе çĕнĕ мелсем тупмаллине палăртрĕç. Культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов Фёдор Павлов пьесисене лартнă мелсем пирки калаçрĕ. Тахçан вăл хăй те «Ялта» спектакльте Çтаппан сăнарне калăпланă. Вокал кафедрин профессорĕ Алевтина Зинкина хăйсем пуçарса янă «Шуçăм» конкурс мĕнлерех вăй илсе пыни çинчен пĕлтерчĕ. Юрăçсемпе пианистсен, халăх инструменчĕсемпе калакансен тупăшăвĕ республикăмăрта аталансах пырать. Кăçал ăна институт сцени çинче тăваттăмĕш хут ирттереççĕ. «Форум йĕркинчи тĕрлĕ уявпа вĕренӳсене, тĕлпулусене Шупашкарта кăна мар, Канашпа Вăрнарта, Улатăрта ирттерме палăртнă», - терĕ вăл.

Степан Максимовпа Фёдор Павлов чăвашсен чи паллă фольклорисчĕсем. Вĕсем пухса çырса хăварнă юрăсене Музыка училищин фольклор уйрăмĕнче вĕренекен студентсем шăрантарчĕç. Михаил Кондратьев музыка тĕпчевçи пысăк доклад турĕ. Хăйĕн сăмахĕнче пухăннисене - вĕсен шутĕнче студентсемпе шкул ачисем сахал мар - чăваш ӳнерĕпе культурин тасалăхне, тĕрĕслĕхне тытса пыма чĕнсе каларĕ. «Тĕнче ӳнерĕнчи çитĕнӳсем пирĕн пысăках мар, хамăр пуянлăхпа мухтанмастпăр эпир. Шел пулин те, пирĕн хушăра туманнине «тунă», çуккине «пур» тесе калакансем тупăнсах пыраççĕ», - терĕ искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев.
 
По теме
В последнее время в Управление Росреестра по Чувашии поступает много обращений, в которых граждане интересуются, почему на портале Госуслуг в Личном кабинете не отображается недвижимость, владельцем которой они являются.
Алатырским районным судом Чувашской Республики рассмотрено административное дело по административному иску Акционерного общества «ОТП Банк» к судебному приставу - исполнителю Алатырского районного отделения судебных прис
Жители республики приносили цветы к стихийному мемориалу в столице Чувашии. Скорбя вместе со всей страной, люди не могли сдержать слез. Одними из первых цветы возложили Олег Николаев и его супруга Наталья Николаева. Фото “Советской Чувашии - Газета Грани Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам,
Газета Грани
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела
Евгений Лебедев поздравил работников культуры Порецкого округа - Порецкий район Ежегодно 25 марта свой профессиональный праздник отмечают все, кто трудится в многогранной сфере культуры: работники культурно-досуговых учреждений, музеев, библиотек, руководители народных творческих коллективов,
Порецкий район