Шупашкарта халăхсен туслăх парачĕ иртрĕ

Чăваш Енре мĕн пур çĕршыври пекех Раççей кунне анлă паллă турĕç. Уява халалланă ĕç-пуç республикăн кашни район-хулинчех иртрĕ. Шупашкарта вара кăçал пĕрремĕш хут халăхсен туслăхĕн парадне йĕркелерĕç. Унта 6 пин ытла çын хутшăнчĕ.

Владимир Тимофеев, Надежда Александрова

Республика тÿремĕ ирех тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе тулчĕ. Кунта Чăваш Енре тĕпленсе пурăнакан мĕн пур халăх çыннине курма пулчĕ. Вăл шутра наципе культура пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем, чикĕ леш енчен вĕренме килнĕ студентсем, фольклор ушкăнĕсем тата ыттисем те. «Раççейри халăхсен туслăх парадне» харăсах çĕршыври 30 ытла регионта йĕркеленĕ. Ăна нацисем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетес, Раççейĕн мăнаçлăхĕ пĕрлĕхре пулнине кăтартас тĕллевпе ирттереççĕ. Чăваш Ен ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕхлĕ регион. Кунта мĕн авалтан тĕрлĕ халăх çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ.

- Пĕлтĕр республикăри халăхсен пĕрлешĕвне йĕркелерĕмĕр. Пĕрлĕхре - вăй! - тет Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов.

Культура тата халăх йăли-йĕрки - çынсене пĕрлештерекен чи мăнаçлă вăй шутланать. Тÿремре тĕрлĕ чĕлхе, юрă-кĕвĕ янăрарĕ пулин те, ăна пурте пĕр сăмахсăр ăнланчĕç.

- Тĕрлĕ халăх юрри янăрать. Ку вăл пирĕн пуянлăх тата пуласлăх, - тет ЧР Культура министрĕ Константин Яковлев.

Тĕрлĕ çи-пуçлă çынсем ялавсем вĕлкĕштерсе Хĕрлĕ тÿреме утса анчĕç. Унта Раççей кунне халалланă митинг пулчĕ. Пухăннисене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çĕршывшăн йывăр 90-мĕш çулсене аса илчĕ. «Совет Союзĕ аркансан Раççей вăхăтлăх хăватне çухатрĕ. Паян вара пирĕн çĕршыва тĕнчипех итлеççĕ. Кашни çын ыранхи мирлĕ пурнăçа шанса пурăнать», - терĕ. Çак кун яш-кĕрĕме Раççей гражданинĕн паспортне парса чысларĕç. Уяв Шупашкарти 9 хĕрпе каччăшăн ĕмĕрлĕхе асра юлĕ. Пухăннисене çавăн пекех депутатсем, обществăлла пĕрлешÿсен хастарĕсем саламларĕç. Чи хумхануллă самант - тÿремри пин-пин çын Раççей гимне шăрантарни. Уяв чаплă концертпа вĕçленчĕ.
 
По теме
29 мая в парке "Патриот" стартует "Комплексная безопасность - 2024" (видео) - МЧС Чувашской Республики С 29 мая по 1 июня в Конгрессно-выставочном центре "Патриот" в Кубинке пройдет юбилейный XV Международный салон средств обеспечения безопасности "Комплексная безопасность", организуемый МЧС России.
МЧС Чувашской Республики
Федеральным законом от 24.07.2023 № 343-ФЗ внесены изменения в Лесной кодекс Российской Федерации и отдельные законодательные акты Российской Федерации.
Цивильский район
Внебольничная пневмония -  это острое заболевание, возникающее во внебольничных условиях (вне стационара) или диагностированное в первые 48 часов от момента госпитализации,
Город Новочебоксарск
Музей истории трактора: от «чистой механики» – к искусственному интеллекту - Интернет-газета Мой город Чебоксары Музей истории трактора в Чебоксарах демонстрирует эволюцию сельскохозяйственных машин от «самодвижной» тележки Леонардо да Винчи до самых современных агрегатов «Сфоткай меня!» – это самая частая фраза,
Интернет-газета Мой город Чебоксары
85-лет Валентину Григорьевичу Семяхину - Ядринский район Сегодня 85-летний юбилей отмечает Валентин Григорьевич Семяхин, заслуженный работник культуры Чувашской Республики, художник, композитор, почетный гражданин Ядринского муниципального округа,
Ядринский район
В школе села Гулькино Заинского района Татарстана третий год преподают чувашский язык - Советская Чувашия Дети с удовольствием изучают язык пап и мам, дедушек и бабушек. Фото zainsk-inform.ru Родной язык, что всех дороже «Наша главная задача, — говорят местные жители, — это сохранение культуры, обычаев наших предков.
Советская Чувашия