Раççей Геройне халалланă волейбол турнирĕ вĕçленчĕ

Паян - Совет çарне Афганистанран кăларнă кун. Ăна халалласа Шупашкарти 35-мĕш шкулта Николай Смирнов Раççей Геройĕ ячĕпе йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ пулчĕ. Кăçалхипе ăмăрту 23-мĕш хут иртрĕ.

Егор Алексеев, Иван Макеев

Паттăра асăнса унăн тус-юлташăсем спортпа çыхăннă тĕрлĕ ĕç-пуç тăтăшах йĕркелеççĕ. Вĕсене Чăваш Енрен кăна мар, кÿршĕ регионсенчен те хутшăнаççĕ. Кăçалхи турнирта 11 команда вăй виçрĕ. Мала тухассишĕн шкул ачисем, студентсем тата çар ветеранĕсем тупăшрĕç.

- Пирĕн пĕрлешÿ Николай Смирнов ячĕпе нумай мероприяти ирттерет. Унсăр пуçне шкулсенче паттăрлăх урокĕсем йĕркелетпĕр, - тет „Пограничное братство“ обществăлла пĕрлешÿн ЧР уйрăмĕн ертÿçи Анатолий Шорников.

- Волейбол турнирне эпир 1989 çулта ирттерме пуçларăмар. Малтанхи çулсенче ăна Афганистан вăрçинче пулнă çамрăксемпе çыхăнтараттăмăр. Кайран ăмăртăва Николай Смирнов ячĕпе ирттерме пуçларăмăр, - тет турнирăн тĕп тÿри Николай Иванов.

Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăн афганецсен пĕрлешĕвĕ йышăнчĕ. Иккĕмĕшсем - пограничниксем, бронза - Шупашкарти машинтăвакансен техникумĕнче вĕренекенсен.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева