2017 çулта республикăри «Студентсен çуркунни» фестивале республикăри 6 вĕренÿ организацийĕн студенчĕсем - пурĕ 2 пин ытла çамрăк - хутшăннă.
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чаваш патшалăх филармонийĕнче фестиваль гала-концерчĕ иртнĕ, унта çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чысланă. Сумлă жюри студентсен пултарулăх номерĕсенчен чи ăнăçлисен шутне 16-шне кĕртнĕ. Çак кун филармони сцени çине студентсем шăпах çав номерсемпе тухнă та. Сцена çинче мĕн пулса иртнине мультимедиа экранĕ çинче те курма май килнĕ. Çĕнтерÿçĕсене чысламалли самант çитсен сцена çине ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев хăпарнă.
«Раççей Студенчĕсен çуркуннинче» /сăмах май, кăçалхипе вăл 25-мĕш хутчен иртет/ Чăваш Ен чысне хальхинче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, Шупашкарти коопераци институчĕн , Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсем хÿтĕлĕç. Фестиваль çу уйăхĕн 15-20-мĕшĕсенче Мускавра тата Тулăра иртĕ.
Газета "Хыпар" – 28 апреля 2017 года