Элĕк районĕнче пурăнакансем нумай вăхăт çул çуккипе аптраççĕ

Вĕсем хăйсене Камчаткăра пурăннă пекех туятпăр теççĕ. Элĕк тăрăхĕнчи Мăн Ямаш сали виçĕ район чиккинче вырнаçнă: Элĕксĕр пуçне, Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне. Мăнямашсен чи кирли пĕтĕмпех пур: шкул, ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ. Çулсем тĕлĕшпе вара ăнман. Тĕплĕнрех - Леонид Петров корреспондент.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Мăн Ямаш районсен чиккинче вырнаçнă пулин те, унта пĕр çулпа кăна çитме пулать. 90-мĕш çулсенче ялпа иртекен асфальта малалла тăснă пулсан, вăл икĕ муниципалитета çыхăнтарăччĕ. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Чурпай ялне çитме 2 çухрăм кăна. Асфальт сарма тесе çĕрне те хăпартса ĕлкĕрнĕ, анчах та унтан ытла ĕç кайман.

Ял çыннисем 10 ытла çул ĕнтĕ пуçлăхсене пуç çапаççĕ темелле. Тĕрлĕ ведомствăна çырупа тухнă вĕсем. Çапах та пĕтĕмĕшле сăмахсемсĕр пуçне нимĕнле татăклă хурав та пулман. Пуçлăхсем вара тăтăшах улшăнаççĕ. Ял çыннисем çаплипех çулсăр нуша кураççĕ, уйрăмах хĕлле.

- Хĕллехи вăхăтра машинсем кĕрсе тухаймаççĕ, - палăртать ялта пурăнакан Николай Семенов.

Васкавлă пулăшу машини те хăвăрт килеймест кунта. Çул вăрăм пулнипе чирлĕ çынна больницăна илсе çитерейменни те пулнă, теççĕ.

- Васкавлă пулăшупа пирĕн патра йывăрлăх. Чĕнсен те кĕтсе илейместĕн, - тет Елена Савельева.

Хушма хуçалăх тытакансем тата килти транспорт хуçисем кÿршĕ районти заправкăна çитме çывăхрах пулнине калаççĕ.

Лару-тăрăва уçăмлатас тесе эпир Элĕк район администрацине çул тытрăмăр. Мăнямашсен нуши пирки унта лайăх пĕлеççĕ.

Муниципалитетсем хушшинчи çулшăн Хĕрлĕ Чутай районĕ те яваплă пулнăран, пирĕн унти специалистсемпе те çыхăнма тиврĕ. Чутайсем ку ыйтупа ĕçлеме пуçлани çинчен пĕлтерчĕç.

Хăçан çул тума пуçласси строительство министерствин йышăнăвĕнчен килет. Лав вырăнтан тапранасса питĕ шанаççĕ мăнямашсем.


 
По теме
Отделение анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы открылосьпосле капитального ремонта - Газета Вперёд 23 июня Глава Чувашии  Михаил Игнатьев  ознакомился с работой обновленного после капитального ремонта отделения анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы.
23.06.2018
 
В системе преступлений против общественной безопасности такое деяние, как «заведомо ложное сообщение об акте терроризма, о готовящихся взрыве, поджоге или иных действиях, создающих опасность гибели людей,
23.06.2018 Газета Вперёд
Кино про Волгу - Газета Чебоксарские новости Съемочная группа российского телеканала о водном пространстве OCEAN-TV посетила Че­бок­са­ры.
23.06.2018 Газета Чебоксарские новости
По волнам полонеза и вальса - Газета Чебоксарские новости Ежегодный чебоксарский Бал дошколят, собравший полную Красную площадь восхищенных зрителей, дал старт выпускным торжествам в школах.
23.06.2018 Газета Чебоксарские новости
Сегодня, 23 июня, на Площади культуры г. Мариинский Посад стартовал XVI Всероссийский конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая», который будет проходить в течение двух дней.
23.06.2018 Советская Чувашия
iZGGl1VkNAk.jpg - Газета Грани Внештатный собкор “Граней”, фанат футбола, известный музыкант Николай Абрамов с 14 июня с билетом болельщика колесит по городам — организаторам чемпионата мира по футболу.
23.06.2018 Газета Грани
Отделение анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы открылосьпосле капитального ремонта - Газета Вперёд 23 июня Глава Чувашии  Михаил Игнатьев  ознакомился с работой обновленного после капитального ремонта отделения анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы.
23.06.2018 Газета Вперёд
Оригинал Сегодня руководителем КУ «Чувашупрдор» Владимиром Доброхотовым проведен объезд с проверкой выполнения комплекса работ по содержанию автодорог республиканского значения, в т. ч. в рамках подготовки ко Дню Республики,
22.06.2018 Газета Сельская Жизнь
Оригинал В рамках приоритетного проекта Минтранса Чувашской Республики «Безопасные и качественные  дороги» обновится не только дорожное покрытие на 36 улицах столицы Чувашской Республики.
22.06.2018 Администрация г. Чебоксары
В рамках подготовки к отопительному сезону 2018 – 2019 гг. в городе Шумерля, согласно графику вывода в плановый ремонт котельных и тепловых сетей МУП «Теплоэнерго», с 25 июня начинаются ремонтные работы на котельных №№2,6,7,
22.06.2018 Газета Вперёд