Чăваш тĕррин музейĕнче Людмила Балтаева ăсталанă наци тумĕсен куравĕ уçăлчĕ

Хальхи чăваш ÿнерĕнче Балтаевсен çемйин тÿпи пысăк. Кил хуçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Балтай Микуçĕ – тимĕрпе ĕçлекен ăста. Мăшăрĕ Людмила – наци тумне реконструкцилекен ÿнерçĕ. Вĕсен Асаматпа Атилла ывăлĕсем те Европăра пĕлÿ илсе маçтăрлăхĕпе палăрма ĕлкĕрчĕç. Кил-йыш çирĕм çул ытла Атăл леш енче халăхăмăрăн авалхи тĕнчекурăмне кăтартакан юпасем лартса этнокультура паркне пуянлатас енĕпе ĕçлет. Чăваш тĕррин музейĕнче Людмила Балтаеван çавра çулĕпе çыхăннă куравĕ уçăлчĕ.

Марина Карягина, Наталия Егорова, Владимир Синдеев

Курав тĕлĕнмелле пуян та хăйне евĕрлĕ: кунта анатри, тури, анат енчи чăвашсен эрешпе, тенкĕпе, вĕтĕ шăрçапа, хуртпуççипе капăрлатнă тумĕ. Халăхăн авалтан килекен ăсĕпе ăсталăхне палăртакан тухья-хушпу, ама, шÿлкеме, тевет тавраш – илемлĕ хайлав шайĕнче, вĕсем кивелсе иртнĕ ĕмĕре юлнă пек мар, чĕррĕн, яр уççăн, чĕнÿллĕн курăнса хальхи чăваш хĕрарăмĕн ĕлĕкхилле ĕçченлĕхне кăтартаççĕ, тĕнчепе тан çĕнелсе аталанас кăмăлне туйтараççĕ. Шкул хыççăн Питĕрти текстиль институтне вĕренме кĕнĕ Елчĕк хĕрĕн шăпи, çав хулара ентешĕпе, художника вĕренекен Николай Балтаевпа паллашса пĕрлешмен пулсан, тен, пачах урăх çулпа кайнă пулĕччĕ. Тăван халăхăн тумĕпе кăсăкланасси шăпах мăшăрĕ „сансăр пуçне çакна никам та тумасть“ тесе хистенинчен пуçланнă-мĕн.
Людмилăн тĕрекĕ – мăшăрĕпе ывăлĕсем. Çавăнпах вăл хăйĕн хайлавĕсем пирки „çемье ĕçĕ“ тет. Капăрлăх хатĕрленĕ чухне тимĕр е кĕмĕл пайĕсене арçынсем ăсталаса параççĕ. Ачисене çак ĕçе мĕн пĕчĕкрен çыпăçтарнă. Ачисем те çуралсанах ашшĕ-амăшне „пурнăçа вĕрентме“ пуçланă: тĕпренчĕкĕсене каçсерен юмах-халаппа, хамăрăн сăпка юррисемпе çывăрттарса ярас тесе Людмилăн халăх сăмахлăхне шĕкĕлчеме тивнĕ, вĕсем вара тĕрлĕ сăнарсем çуратнă. Çав сăнарсем халĕ – ăстаçăн аппликаци мелĕпе ăсталанă панно ÿкерчĕкĕсенче. Нумай пулмасть ывăлĕ авланасси çинчен пĕлтернĕ те, амăшĕ каллех пултарулăх шыравне путнă: Атиллăна ятне кура тивĕçлĕ чăваш тумĕпе, хамăр йăла-йĕркепе туй туса панă Балтаевсем.

Каччă шупăрĕ çинче – пурнăç йывăççи, ун çинче – ылтăн ăмăрткайăк ами: сыхласа-упраса тăракан Амăшĕ пек. Кинĕн тумĕ çинче те кашни эреш пĕлтерĕшлĕ. Чăвашла ирттернĕ туя интернетра курсан, чылай çамрăк интересленсе кайнă, Людмила патне канаш-сĕнÿ ыйтма, туй тумĕ çĕлеттерме килнĕ.
 
По теме
gtCvxck2eWwsgINfZxIDyL8vTk2TEZ5r - Знамя Труда По информации, озвученной на совещании Координационного совета при Главе Чувашской Республики по обеспечению правопорядка, планируется завершить строительство вытрезвителя в Чувашии к началу лета текущего года.
Знамя Труда
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева