Атăл хĕрринче çамрăксен хули ÿссе ларчĕ

Йăлăмра «МолГород» вĕренӳ форумĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унта республикăн пур районĕпе хулинчен 500 ытла çын пуçтарăннă. Кăçал форума хутшăнакансем ытти çулти пекех палаткăсенче пурăнаççĕ. Атăл хĕрринчи лаптăкра пĕр кун пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те ирттерчĕ.

Надежда Александрова, Валентина Алексеева, Игорь Ульянов

Алексей Ефимов Канашран килнĕ. Вăл «МолГорода» 5-мĕш хут хутшăнать. Çавăнпа та палаткăра пурăнма мĕн кирлине питĕ лайăх пĕлет. Кăçал çĕклем ытти çултипе танлаштарсан пысăкрах, мĕншĕн тесен ăшă япала нумайрах. Çапах та çанталăк вĕренме тата çĕнĕ туссем тупма чăрмантармасть. Чи кирли - савăк кăмăл пулни. Савăнăçлă лару-тăру палатка лагерĕнче те, вĕренӳ лаптăкĕсенче те, пысăк хăнасемпе тĕл пулнă чухне те хуçаланчĕ. «МолГорода» Республика Пуçлăхĕ уçрĕ. Михаил Игнатьев çавăн пекех куравпа паллашрĕ. Хими, медицина, биологи, робототехника - Чăваш енри çамрăксем тĕрлĕ тытăмпа кăсăкланаççĕ. Хальхи хĕрсемпе каччăсем хастар пулнине, нумай пĕлме ăнтăлнине çирĕплетеççĕ.

– Эпĕ «МолГородра» пĕрремĕш хут. Волонтерсен площадкинче вĕренетĕп. Çынсене пулăшма хăнăхатăп, - тет Константин Терентьев.

Кунта ачасем хăйсемех апат пĕçереççĕ, ылмашăнса ĕçлеççĕ. Мĕн пĕçермеллине пĕрле сÿтсе яваççĕ. Сăмахран, Елчĕк районĕн делегацийĕ кăнтăр апачĕ валли хура тул пăтти хатĕрлет, вĕсен кӳршисем - макарон. Пĕрисем купăста яшки пĕçереççĕ, теприсем — пăрçаран. Йĕркелӳçĕсем каланă тăрăх, кăçал форума йăлана кĕнĕ хурăма тавăрнă. Вăл Атăл хĕрринчи лагерьте иртет. Пĕлтĕр вара ăна пĕр санаторире йĕркеленĕччĕ. Палаткăсенче ытларах çынна вырнаçтарма пулать.

Çамрăксен форумĕ 8-мĕш хут иртет. Кăçал ăна Сочире пулакан Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне халаллаççĕ. Унта, уйрăммăн илсен, харпăр хăй ĕçне уçассипе, волентерсемпе, массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăнна ыйтусене тимлĕх уйăрĕç. Çамрăксемпе мастер-классем республикăри тата Раççейри паллă çынсем ирттерĕç. Хĕрсемпе каччăсем çавăн пекех ГТО нормисене пурнăçлама пултарĕç. Форум çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче вĕçленет.
 
По теме
16 июля в Доме Правительства состоялось еженедельное совещание Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с членами Правительства республики, руководителями ряда территориальных федеральных органов власти и городских округов.
16.07.2018
 
В садоводческом товариществе в Чебоксарском районе дачный дом сгорел из-за газового баллона - Газета Таван Ен 15 июля в садоводческом товариществе «Катрасьский» Чебоксарского района у 62-летней жительницы сгорел дачный дом, под который была оборудована металлическая будка 4*2,5 м. Жертв и пострадавших нет.
16.07.2018 Газета Таван Ен
Доказательства, собранные следственными органами Следственного комитета Российской Федерации по Чувашской Республике, признаны судом достаточными для вынесения обвинительного приговора инструктору спортивной школы,
16.07.2018 Следственное управление
В отделе МВД РФ по Новочебоксарску подвели итоги I полугодия 2018 года. Их “Граням” прокомментировал начальник отдела Владимир Чурбанов.
14.07.2018 Газета Грани
12 июня в 23.20  на 7 км  автодороги «Лапсары-Мокшино» произошло ДТП. Водитель 2001 года рождения, не имея права управления техническим средством, самовольно, без разрешения родителей, сел за руль «Opel Zafira”.
13.07.2018 Газета Таван Ен
Делегаты 1-го республиканского съезда Общества друзей радио. 1925 г. Союзу журналистов Чувашской Республики исполнилось 95 лет.
11.07.2018 Газета Республика
На прошедшем в Челябинске чемпионате России-2018 по легкой атлетике среди лиц с ПОДА наша спортивная гордость и надежда Константин Репин завоевал титул чемпиона в беге на 400 м.
14.07.2018 Газета Грани
В Чебоксарах прошел летний Кубок Лиги особого статуса «Подъем» Международного союза КВН.
14.07.2018 Газета Чебоксарские новости
16 июля в Доме Правительства состоялось еженедельное совещание Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с членами Правительства республики, руководителями ряда территориальных федеральных органов власти и городских округов.
16.07.2018 Газета Сельская Жизнь
Оригинал На 16 июля в Чебоксарской агломерации в рамках приоритетного проекта «Безопасные и качественные дороги» дорожники ведут работы на 25 объектах.
16.07.2018 Газета Сельская Жизнь