Аслă шкулсенче абитуриентсене йышăнма хатĕрленеççĕ

Университетсемпе институтсенче кăçал миçе бюджетлă вырăн хатĕрленĕ тата мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ вĕренме кĕрекенсене? Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ 3 аслă шкулта пулса курчĕ, кăçалхи йышăну кампанийĕн уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕ.

Надежда Александрова, Мария Никифорова, Михаил Солин, Александр Яковлев

10-мĕш класра вĕренекен Кирилл Николаев çитес 2 çула йăлтах планласа хунă. Унта уроксем, факультативсем тата репетиторсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вăл хăйĕн пушă вăхăтне пĕтĕмпех кĕнекесемпе ирттерме хатĕр. Унăн пĕр тĕллев - пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене аван тытса аслă шкула вĕренме кĕресси. Арçын ача шкул пĕтерсен Чăваш Енрех юласшăн. Халĕ унăн пулас профессине тата вĕренӳ заведенине суйламалла.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академинчен пĕлтернĕ тăрăх, программист тата ветеринар специальноçĕсем - абитуриентсен чи юратнисенчен пĕрисем. Çавăнпа йышăну комиссине çын йышлă килессе курсах тăраççĕ. Ку аслă шкулта кăçал 576 бюджетлă вырăн. Ветеринари медицинисĕр пуçне çамрăксене инженери тата экономика факультечĕсем кăсăклантараççĕ.
Чăваш патшалăх университетне кăçал федераци бюджетĕнчен квота уйăрман, апла пулин те 120 абитуриент тӳлевсĕр вĕренме пултараççĕ. Университет ректорĕ Андрей Александров ку вăл вăхăтлăх йывăрлăхĕсем, тет. 2018 çул валли бюджетлă вырăнсене ытларах уйăрса панă — 1567. Ректор пĕлтернĕ тăрăх, чи анлă сарăлнă специальноçсен йышĕнче юриспруденципе экономика. Çав вăхăтрах тухтăр, фармацевт, психолог тата строитель профессине суйласа илекен те йышланнă.

Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче те бюджетлă вырăнсем упранса юлнă. Аслă шкулта тата тепĕр факультет уçăлĕ - «Управлени тата право». Унта шкулсемпе ача сачĕсен ертӳçисене хатĕрлеме пуçлĕç. Çамрăк специалистсен районсенче ĕçлеме кăмăл пултăр тесе, вĕренӳ заведенийĕсем студентсемпе килĕшÿ тăваççĕ. Шкул вĕсене хушма стипенди тӳлесе тăрать, вĕсем вара диплом илсен 3 çул çав пĕлÿ çурчĕсенче ĕçлеме тивĕç.

 
По теме
 
У "Рощи" движение транспорта организовано по новому принципу. Следите за разметкой! - Администрация г. Чебоксары Оригинал Сегодня ночью в Чебоксарах на кольцевом перекрестке «Роща» нанесена новая дорожная разметка, обозначающая перекресток с нестандартной планировкой (турбо-кольцевое пересечение).
17.07.2018
Пожар в г. Алатырь - МЧС Чувашской Республики Пожар в городе Алатырь За дежурные сутки в Чувашии зарегистрированы три пожара.
17.07.2018 МЧС Чувашской Республики
Рано утром 17 июля 2018 года в одноэтажном частном жилом доме, расположенном по улице 1-й Якимовский овраг в городе Чебоксары, произошло возгорание, в результате которого он полностью уничтожен огнем.
17.07.2018 Следственное управление
15 июля в садоводческом товариществе «Катрасьский» Чебоксарского района у 62-летней жительницы сгорел дачный дом, под который была оборудована металлическая будка 4*2,5 м. Жертв и пострадавших нет.
16.07.2018 Газета Таван Ен
В отделе МВД РФ по Новочебоксарску подвели итоги I полугодия 2018 года. Их “Граням” прокомментировал начальник отдела Владимир Чурбанов.
14.07.2018 Газета Грани
Приглашаем на выставку «Купцы и предприниматели Чувашского и Марийского краев начала XX века в лицах» - Чувашский Национальный музей В Музейно-выставочном центре работает межрегиональная выставка «Купцы и предприниматели Чувашского и Марийского краев начала XX века в лицах».
17.07.2018 Чувашский Национальный музей
Делегаты 1-го республиканского съезда Общества друзей радио. 1925 г. Союзу журналистов Чувашской Республики исполнилось 95 лет.
11.07.2018 Газета Республика
Спорт для всех - Газета Чебоксарские новости Судья назначил пенальти. Разбежавшись, юный футболист изо всех сил ударил по мячу, прицелившись в правый угол ворот.
17.07.2018 Газета Чебоксарские новости
Сила с добротой - Газета Чебоксарские новости После уроков этот ученик чебоксарской гимназии № 4 спешит на каратэ. Даже на летних каникулах, когда тренер разрешает немного передохнуть, мальчишка просит отца позаниматься с ним.
17.07.2018 Газета Чебоксарские новости
У "Рощи" движение транспорта организовано по новому принципу. Следите за разметкой! - Администрация г. Чебоксары Оригинал Сегодня ночью в Чебоксарах на кольцевом перекрестке «Роща» нанесена новая дорожная разметка, обозначающая перекресток с нестандартной планировкой (турбо-кольцевое пересечение).
17.07.2018 Администрация г. Чебоксары
Оригинал В целях соблюдения правил благоустройства города, приведения в порядок газонов и других озелененных территорий подрядная организация ООО «Диол Групп» приступила к третьей косьбе в Ленинском районе.
17.07.2018 Администрация г. Чебоксары
По большинству адресов ведется приемка По состоянию на 16 июля в Чебоксарской агломерации в рамках федерального проекта «Безопасные и качественные дороги» дорожники ведут работы на 25 объектах.
17.07.2018 Интернет-газета Мой город Чебоксары
Подведомственное Росавтодору ФКУ «Волго-Вятскуправтодор» завершило устройство нижнего слоя покрытия в рамках капитального ремонта трехкилометрового участка (км 16 – км 19) автодороги Р-176 «Вятка» в Чебоксарском районе республики.
17.07.2018 Газета Таван Ен