Филармонири артистсем Пушкăрт тăрăхĕнче хăнара пулчĕç

Тăван чĕлхепе янăракан юрра–кĕвве хамăр республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те кăмăллаççĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕнчи артистсем çак кунсенче Пушкăртстан тăрăхĕнчен таврăнчĕç. Аякри ентешсем патĕнче пирĕн корреспондент Леонид Петров та хăнара пулса курчĕ.

Леонид Петров

Пушкăрт республикинче 120 пине яхăн чăваш пурăнать. Вĕсем хушшинче тăван культура вучахне сÿнме паман хастар нумай. Çак тĕллевпех Чăваш Енпе тачă çыхăну тытаççĕ, артистсене тăтăшах йыхравлаççĕ. Ку хутĕнче хăнара Кулăшпа сатира театрĕ тата «Дуняша Стайл» ушкăн пулчĕç.

- Шупашкарти артистсене яланах кĕтетпĕр, - тет Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Федор Кузьмин.

Кулăш ăстисем репертуарти чи лайăх номерсене, кулленхи пурнăçа çывăхраххисене кăтартрĕç. Юрăçсем те куракансене тĕрлĕ юрă парнелесе савăнтарчĕç.

Артистсене кашни концерта çын йышлă пухăнни хавхалантарчĕ. Куракансем ăшшăн йышăннипе çул çинче ывăнни те сисĕнмерĕ. Авăркас районĕнчи Ефимовсем, сăмахран, уява çемйипех чăваш тумĕ тăхăнса килнĕ. Килĕнче те вĕсен чăваш чĕлхи тĕп вырăнта.

Гастроль графикĕнче пушă вăхăт сахалрах пулчĕ пулин те, эпир Пушкăртстанри сăваплă вырăнсене те çитсе куртăмăр. Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче пире Константин Иванов классикăн çурт-музейĕнче хапăлласа кĕтсе илчĕç. Алевтина Жилкина экскурсовод поэт пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кăсăклă каласа кăтартрĕ.

Çак çуртăн тĕрлĕ вăхăтра тем те тÿсме тивнĕ пулин те, музейра поэтпа çыхăннă тупрана типтерлĕ упраççĕ. Стендсем çинче çемье портречĕсем, Константин Иванов ÿкернĕ картинăсем, ал çырăвĕсем тата ытти те. Вăл чăннипех те „ылтăн алăллă“ пулнă. Пÿлĕмри алăксене, шкаф-серванта та çамрăк хăйех ăсталанă.

4 кунлăх çÿрев сисĕнмесĕрех иртрĕ. Гастроль Пишпÿлекре вĕçленчĕ. Пушкăрт тăрăхĕнче чăваш культурине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн артистсене хисеп хучĕсемпе парнесем парса чысларĕç.
 
По теме
В последнее время в Управление Росреестра по Чувашии поступает много обращений, в которых граждане интересуются, почему на портале Госуслуг в Личном кабинете не отображается недвижимость, владельцем которой они являются.
Жители республики приносили цветы к стихийному мемориалу в столице Чувашии. Скорбя вместе со всей страной, люди не могли сдержать слез. Одними из первых цветы возложили Олег Николаев и его супруга Наталья Николаева. Фото “Советской Чувашии - Газета Грани Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам,
Газета Грани
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела